Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Тĕлпулу иртнĕ

Январĕн 18-мĕшĕнче Элĕкри тĕп библиотекăра Ваттисен шкулĕн черетлĕ тĕлпулăвĕ иртрĕ. Пĕрремĕш пайĕнче районти прокурор çумĕ Фаина Лазарева Интернет тытăмĕ тата телефон урлă, банк карттисене усă курса укçа вăрланă тĕслĕхсемпе çыхăннă преступленисем çинчен калаçрĕ. Тĕлпулăвăн иккĕмĕш пайне Чăваш халăх поэчĕ Петĕр Хусанкай çуралнăранпа 110 çул тултарнине халалланă. Любовь Константинова, Клавдия Степанова çыравçăн сăввисене вуласа пачĕç, унăн сăввисем тăрăх çырнă юрăсене шăрантарчĕç. Педагогика ĕçĕн ветеранĕ Валенина Михайлова Петĕр Хусанкайпа тĕл пулни çинчен тĕплĕнрех каласа кăтартрĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
20 января 2017
16:07
Поделиться
;