Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Юрла, ташла, Элĕк ен!

Пирĕн районта культура пуянлăхне сыхласа хăварас, çитĕнсе пыракан ăрăва халăх юррисемпе авалхи йăла- йĕркене çирĕп тытса пыма вĕрентес тата хăнăхтарас тĕллевпе тĕрлĕ мероприяти иртет. Юрă - культура аталанăвĕн тĕп никĕсĕ.

Районти художество пултарулăх коллективĕсене пулăшса аталантарас, культурăпа ÿнерте, çавăн пекех çамрăксемпе çемье коллективĕсенче пултаруллисене тупса палăртас тĕллевпе кăçалхи январĕн 30-мĕшĕнчен пуçласа февралĕн 22-мĕшĕччен районта «Мухтавлă тăван енĕм» художество пултарулăх ушкăнĕсен смотр-конкурсĕ пулать. Ăна Раççейри Экологи тата Чăваш Енри Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкĕсене халалланă.

Унта ял тăрăхĕсенчи 10 çултан аслăраххисем, пултарулăх коллективĕсем, солистсем хутшăнма пултараççĕ. Хор коллективĕнче 18 çынран сахал пулмалла мар. Çавăн пекех 2 юрă кăна шăрантармалла, вĕсенчен пĕри виçĕ саслă пулмалла. Смотр-конкурса хутшăнакансен вырăс тата чăваш юррисемпе усă курма юрать. Жюри членĕсем артистсем сцена çинче хăйсене мĕнлерех тытнине, тумтирне, сасăсен вăйне, юрăсен репертуарĕпе йывăрлăхне хаклĕç.

Асăннă мероприяти çитĕнсе пыракан ăрушăн та усăллă пулмалла. Смотр-конкурсра çемье вокал ансамблĕсемпе солистсем те хутшăнĕç. Фольклорпа этнографи культурине, юрăпа ташша, вирьялсен йăли-йĕркине сыхласа хăварса малалла аталантарасси те тĕп тĕллевсенчен пĕри пулса тăрать. Ку ушкăнрисен халăха 4 юрăпа (хăна, халăх, йăла-йĕрке, шÿтлĕ юрăсем) тĕлĕнтерме май пур. Смотр-конкурсра пĕчĕк театрсене те, ташă ушкăнĕсене те хаклĕç.

Пирĕн район ал ĕç маçтăрĕсемпе питĕ пуян. «Мухтавлă тăван енĕм» смотр-конкурсра вĕсен ĕçĕсене курма, пĕр-пĕрин опычĕпе паллашма май пулĕ. Кăçал смотр-конкурса Изванка ял клубĕнче пуçлăпăр. Вăл январĕн 30-мĕшĕнче иртĕ.

Жюри членĕсем çĕнтерÿçĕсене культура тата ял клубĕсем хушшинче палăртĕç, мала тухнисене парнесемпе тата дипломсемпе хавхалантарĕç. Çĕнтерÿçĕсем февралĕн 22-мĕшĕнче иртекен «Мухтавлă тăван ен» пĕтĕмлетÿ фестивалĕнче тепĕр хут сцена çинче пултарулăхпа савăнтарĕç.

Иван НИКИФОРОВ,

Элĕкри культура çурчĕн директорĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
20 января 2017
16:10
Поделиться
;