Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Хĕрсем – ылтăн значоксемпе

ГТО нормативĕсене пурнăçлама Элĕксенчен чылайăшĕ иртнĕ çулсенчех пуçларĕ ĕнтĕ. Раççей шайĕпе иртекен спорт мероприятине. Тĕрлĕ çулхисем хутшăнма пултараççĕ. Элĕкри «Хĕлхем» спорт шкулĕ çумĕнчи ГТО тесчĕсем ирттерекен центрта чи маттуррисем пулма ĕлкĕрчĕç темелле. 2016 çул кăтартăвĕсем тăрăх, пирĕн район çамрăкĕсем виçĕ «ылтăн» çĕнсе илме пултарчĕç. Элĕк вăтам шкулĕнчи Нелли Львовăпа Наталия Елизарова, Юнтапари Александра Родионова спортăн 8 тĕсне парăнтарса ылтăн значока илме тивĕçрĕç. Вĕсем пурте V ступене кĕреççĕ, кăçал алла аттестат илме хатĕрленеççĕ. Çакна та палăртмалла: хăш-пĕр вĕренÿ заведенийĕсем вĕренме кĕнĕ чухне ГТО кăтартăвĕсемшĕн балсем хушса параççĕ. Абитуриентсемшĕн ку питех те пĕлтерĕшлĕ пулмалла.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
27 января 2017
09:05
Поделиться
;