Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Кашни вăхăтăн хăйĕн паттăрĕсем

Çамрăклăх - кашни çын пурнăçĕнчи чи асамлă вăхăт. Пирĕн районта çамрăксем çине тимлĕх уйăраççĕ. Вĕренÿре тата ĕçре пултаруллă çамрăксене, çавăн пекех çамрăк çемьесене хавхалантармалли мелсем хушăнсах пыни те çакнах çирĕплетет. Çамрăксенче - район малашлăхĕ. Çак тĕллевпе иртрĕ те ĕнтĕ юнкун Элĕкри «Хĕлхем» спорт шкулĕнче районти хастар çамрăксен форумĕ. Ăна яшсемпе хĕрсене професси ăсталăхĕнче, пултарулăхра тата обществăлла ĕçсенче пуçарулăх кăтартма, района тата республикăна аталантарма условисем туса парас тĕллевпе йĕркеленĕ. Форум «Кашни вăхăтăн хăйĕн паттăрĕсем» тĕллевпе иртрĕ.

Мероприятие район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Куликов, РФ Федераци Пухăвĕн Федераци Канашĕн членĕ Вадим Николаев, СССР тава тивĕçлĕ тренерĕ Виктор Семенов, Афганистан ветеранĕсен канашĕн районти председателĕ Валерий Иванов хутшăнчĕç. Александр Николаевич район тата республика аталанăвĕ тата пуласлăхĕ чи малтанах çамрăксенчен килнине асăнчĕ. Вадим Николаев пухăннисене яланах ума тĕллев лартса ăна пурнăçламаллине пĕлтерчĕ. Çавăн пекех кирек епле лару-тăруран тухма, вăхăтпа тан утма чĕнсе каларĕ. Вăл Александр Куликова вырăнти хăй тытăмлăх ĕçне лайăх йĕркелесе пынăшăн Хисеп хучĕпе чысларĕ. Ехремкасси ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Вячеслав Ефимов районта çамрăксен патшалăх политикине пурнăçа кĕртессинче пысăк тÿпе хывнăшăн район администрацийĕн Хисеп хутне тивĕçрĕ. Çакă кунта пухăннă çамрăксемшĕн ырă тĕслĕх пулни каламасăрах паллă.

Форумра виçĕ тематика площадки ĕçлерĕ. «Волонтер ĕçĕ» площадкăна Марина Даниловăпа Олимпиада Лазарева ертсе пычĕç. Марина Геннадьевна çамрăксене волонтерсен ĕçĕпе тĕплĕнрех паллаштарчĕ.

Олимпиада Владимировна Раççейри çамрăксен форумĕсем çинчен видеоролик кăтартрĕ. Кунта волонтерсене Раççей Президенчĕ премисем панине курма май килчĕ. Çакă вĕсен ĕçне хисепленине пĕлтерет. Шкул ачисем волонтерсен ырă ĕçĕсемпе паллашса малашнехи çул-йĕре палăртма тĕллевсем лартнине палăртрĕç модераторсем.

«Çамрăксен пурнăçĕнчи экстремизм» площадкăра Валерий Ивановпа Светлана Егорова Интернет уçлăхĕнче пĕлнĕ-пĕлмен ушкăнсене кĕмелле маррине, унта хăвăр çинчен калакан информацие вырнаçтарма тăхтаса тăмаллине асăрхаттарчĕç. Экстремистсем вăл е ку информаципе усă курса çыннăн психики çине пысăк витĕм кÿнипе инкек патне илсе çитерме пултарни те тĕп ыйтусенчен пĕри пулса тăчĕ. Сывă пурнăç йĕркине пăхăнса пурăнакан çын пур çĕрте те ĕлкĕрет. Çакна район администрацийĕн строительство тата обществăлла инфратытăм аталанăвĕн пайĕн начальникĕ Александр Терентьев хăйĕн тĕслĕхĕпе çирĕплетсе пачĕ. СССР тава тивĕçлĕ тренерĕ Виктор Семенов вара хăйне евĕрлĕ курав йĕркеленĕ. Унта ентеш спортсменăн пурнăçĕпе тата пултарулăхĕпе туллин паллашма май килчĕ. Вăл йывăрлăхсем умĕнче нихăçан та пуçа усмасан, ума лартнă тĕллевсене пурнăçласан çеç спортра тата пурнăçра ăнăçу пулассине палăртрĕ. Хĕрсемпе каччăсем модераторсене хăйсене кăсăклантаракан ыйтусем пачĕç.

Форума шкул ачисем, ял тăрăхĕсенчи çамрăксен канашĕн членĕсем, ялсенчи пултаруллă çамрăксем тата тĕрлĕ организацисемпе предприятисенче ĕçлекен хастарсем хутшăнчĕç. Кашни вăхăтăн хăйĕн паттăрĕсем. Кашни вăхăтăн хăйĕн паттăрĕсем. Форума хутшăнакансем чылай çĕннине пĕлчĕç. Ура çинче çирĕп тăрсан кăна мĕн шухăшланине пурнăçа кĕртме пулать. Çамрăк чух çутă шанчăкпа çунатланса ĕмĕт-тĕллеве пурнăçа кĕртес, çитĕнÿ хыççăн çитĕнÿ тăвас килет. Яш-кĕрĕмпе хĕр упраç çакна асра тытса пурăнасса шанас килет, мĕншĕн тесен район пуласлăхĕ те, республика малашлăхĕ те, Раççей çирĕплĕхĕ те йăлтах çамрăксен аллинче.

В.СИВВИ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
27 января 2017
09:02
Поделиться
;