Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Теннис сĕтелĕ ăсталанă

Чылай ялти культура учрежденийĕ çамрăксемсĕр тунсăхлать паян. Какаçри клуб вара ял çамрăкĕсем çинче шутланса тăрать. Темиçе çул каялла ăна хупас ыйту çивĕч тухса тăрсан вырăнти хĕрсемпе каччăсем ял клубне хăйсемех пăхса тăма пулчĕç. Укçа пухса юсав ĕçне те ирттерчĕç. Теннис сĕтелне вырнаçтарма калаçса татăлчĕç. Çĕннине туянма укçа çитменрен хăйсемех ăсталама палăртнă. Пĕрле укçа пухса кирлĕ материалсене туяннă, иртнĕ канмалли кунсенче вара ялти хастарсем теннис сĕтелне маçтăрланă та. Халĕ каçсерен кунта теннисла выляма та май пулĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
27 января 2017
09:05
Поделиться
;