Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Элĕксем - гала-концертра

Иртнĕ кунсенче Шупашкарта Трактор тăвакансен культура керменĕнче регионсем хушшинчи фольклор ушкăнĕ- сен «Иксĕлми çăлкуçсем» виççĕмĕш радиоконкурсĕн гала-концерчĕ иртнĕ. Ăна Трактор тăвакансен культура керменĕнчи халăх пултарулăхĕн республикăри центрĕ тата «Чăваш ен» наци радиовĕ ирттернĕ.

Маларах асăннă центрăн специалисчĕсемпе пĕрле Наци радиовĕн корреспонденчĕсем Чăваш Республикинчи районсене тата Раççейри регионсене тухса фольклор ушкăнĕсен юррисене çырса илнĕ. Пирĕн районтан Кĕçĕн Тăванти «Тăванлăх», Мăн Вылăри «Выла ен», Çирĕккассинчи «Ахпай» фольклор ансамблĕсем икшер юрă тăратнă. Конкурса хутшăннă кашни ушкăнах дипломсемпе парнесене тивĕçнĕ. Мăн Вылăри «Выла ен» фольклор ушкăнĕ 2-мĕш вырăн çĕнсе илме пултарнă. Унăн ертÿçи - Альбина Иванова. Ентешсем Раççейĕн 7 регионĕнчен килнĕ 29 коллектив йышĕнче гала-концерта хутшăннă.  

 



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
03 февраля 2017
10:10
Поделиться
;