Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Чир-чĕртен аякра тăрар

ОРВИ, грипп тенине халĕ кашнин калаçăвĕнчех илтме пулать. Çулсеренех çак диагнозсемпе çынсем йышлă чирлекен вăхăт - эпидеми пулать. Пирĕн районта вăл пуçланман. Çак вăхăтра хăшĕсем шăнса пăсăлнипе аптăраççĕ, теприсен вара грипп чирне ирттерме тивет. Нумайăшĕ шăнса пăсăлнипе грипа тĕрĕс уйăрма пĕлмест. Çавăнпа та паян çак уйрăмлăхсем пирки тепĕр хут аса илтеретĕп.

Грипп чирĕ тăрук пуçланать, организма пĕтĕмпех ярса илет. Кĕске вăхăтрах температура хăпарать, 40 градус таранах пулма пултарать. Çынна çутă çине пăхма йывăр, унăн кĕлетки пĕтĕмпех, пуç тата мышцăсем ыратаççĕ. Гриппа чирлеме пуçласан пĕрремĕш кун сăмса юхмасть - çак паллăран та грипп вирусне уйăрса илме пулать. Чирĕн йывăр тапхăрĕ 3-5-мĕш кунсене лекет, 8-10 кунран чир иртет. Грипп вирусĕ юн тымарĕсене те хавшатать, çавăнпах гриппа чирленĕ вăхăтрах сăмсаран е шăл тунинчен юн тухни те пулма пултарать. ОРВИ чирĕсем вара вирус инфекцийĕсем сывлав органĕсене хавшатнипе çыхăннă. Чир тÿрех мар, майĕ-пен аталанса пырать. Чир вăй илнĕ хыççăн тепĕр кунне типĕ ÿслĕк пуçланать. ОРВИ чирĕсене чăтса ирттернĕ хыççăнхи 3 эрнере ытти чирсене те çаклатма пулать, анчах та вĕсем çăмăллăн иртеççĕ. Вирус чирне мĕнле сиплесси эсир хăш вируса ертнинен килет. Гриппа чирлесен тухтăра чĕнсе илмелле. Чирлĕ çыннăн вырăнпа выртмалла. Температура пысăк пулсан ăна антармалли препаратсемпе усă курмалла. Чир йывăра ан куçтăр тесен тухтăрпа канашласа антибиотик ĕçмелле.

Алексей АНАНЬЕВ, врач-эпидемиолога пулăшакан.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
07 февраля 2017
17:59
Поделиться
;