Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Акципе пĕр кунра паспорт ил

Районти полици пайĕн миграци пунктĕнче 2017 çулхи февралĕн 20-28-мĕшĕсенче «Пĕрлехи портал урлă пĕр кунта Раççей Федерацийĕн гражданинĕн паспортне ил» акци иртет. Хăйне евĕрлĕ асăннă çăмăллăхпа хăйсем пурăнакан вырăнта тата улăштаракан паспорта çав подразделенирех панă пулсан 20 та 45 çула çитнипе паспорт илмеллисем, хушамата (ята тата ашшĕ ятне) улăштаракансем электрон майпа ыйту çырнисем усă курма пултараççĕ.

Патшалăх тата муниципалитет пулăшăвĕсем паракан Пĕрлехи портал (www.gosuslugi.ru) урлă ыйту парас тесен чи малтанах регистрациленмелле. Ун хыççăн пĕр хутчен хăвăр пурăнакан вырăнти миграци службине документсемпе килмелле. Ку чухне çакна палăртмалла, Пĕрлехи портал та Интернета кĕме май паракан кирек епле телефонпа та, компьютер урлă та регистрациленме пулать.

Паспорт илекенсен икĕ сăн ÿкерчĕк, улăштарма вăхăт çитнĕ паспорта, хушамата (ятпа ашшĕ ятне) улăштармаллине çирĕплетекен документсене, çавăн пекех паспорт улăштарнине паллă тумалли (çар билечĕ, 14 çула çитнисен çуралнине, мăшăрланнине (уйрăлнине) çирĕплетекен свидетельствăсем), патшалăх пошлинине тÿленине çирĕплетекен квитанци илсе килмелле.

Районти полици пайĕн миграци пункчĕ граждансене çак акцие хастар хутшăнма чĕнет. 2017 çулхи февралĕн 20-28-мĕшĕсенче электрон майпа паспорт илессипе килнĕ ыйтусене пăхса тухса асăннă документа черетсĕр пĕр кунта парассине палăртнă.

А.ВАСИЛЬЕВ,

районти миграци пункчĕн начальникĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
21 февраля 2017
15:23
Поделиться
;