Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Стройпа, юрăпа утатпăр

Йăлана кĕнĕ май И.Я.Яковлев ячĕллĕ Элĕкри вăтам шкулта кашни çулах оборонăпа массăллă тата спорт ĕçĕсен уйăхлăхĕ пырать. Иртнĕ эрнере Çĕршыв хÿтĕлевçин кунĕ ячĕпе стройпа утассипе тата юрлассипе смотр-конкурс иртрĕ. Шкул ачисем ăна тĕплĕн хатĕрленни палăрчĕ. Программăра строй юррине юрласси, стройпа салтак пек тĕрĕс утма пĕлесси, салтак саламĕ, командăна тĕрĕс тата кĕске вăхăтра пурнăçласси пулчĕ. Икĕ эрне хушши шкулта кашни тăхтав вăхăтĕнче тата уроксем хыççăн репетици вăхăтĕнче шкул кĕрлесе кăна тăчĕ. Аслă ушкăнрисем хăйсене лайăх енчен кăтартрĕç. Вăтам ушкăнри командăсем пысăк яваплăхпа хатĕрленнине палăртма кăмăллă. Чи лайăх командирсен ятне кĕçĕн ушкăнран А.Михайлова, Н.Никифорова, вăтам ушкăнран В.Трофимов, О.Шорникова, Д.Романов, аслă ушкăнран С.Афанасьев, Я.Семкина тивĕçрĕç. Классем хушшинче кĕçĕннисенчен 5 «б» класс, вăтаммисенчен 7 «б» тата 8 «а» классем, аслисенчен 9 «б» класс çĕнтерÿçĕсем пулса тăчĕç. Саламлатпăр, малалла та пысăкрах çитĕнÿсем тума сунатпăр.

Мария СОКОЛОВА.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
21 февраля 2017
15:24
Поделиться
;