Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Пăхăр медаль - Элĕксенче

Лев Данилов, Сергей Сергеев тата Сергей Филиппов тренерсем ертсе пынипе çамрăк йĕлтĕрçĕсем Чă-ваш Республикин Пуçлăхĕн кубокне çĕнсе илессишĕн иртнĕ республикăри ăмăртăва хутшăнчĕç. Шкул ачисен XIX Спартакиадăн зачечĕ февралĕн 25-26-мĕшĕсенче Шупашкарти 2-мĕш № Олимп резервĕн спорт шкулĕнче иртрĕ. Пĕрремĕш кунри ăмăртура Элĕксен пĕрлехи команди çĕнтерÿçĕ пулса тăчĕ. Анастасия Дубининăпа Анна Степанова 5 километра парăнтарса пĕрремĕш тата виççĕмĕш вырăнсем йышăнчĕç, Нелли Львова финиша виççĕмĕш çитрĕ. Ирина Свисткова, Александра Филиппова, Дмитрий Матвеев, Никита Павлов, Даниил Ефремов, Николай Запасов, Александр Свистков чи вăйлă вунă спортсмен йышне кĕчĕç. Çамрăк спортсменсен команди иккĕмĕш кунри ăмăртура 4-мĕш вырăн çĕнсе илчĕ. Икĕ кунри кăтартусем тăрăх Элĕксем пăхăр медаль çĕнсе илме пултарчĕç.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
28 февраля 2017
10:22
Поделиться
;