Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Тав хучĕпе чысланă

Февраль уйăхĕн вĕçĕнче Шупашкар хулинче Правительство çуртĕнче аграрисен анлă ларăвĕ иртнĕ. Унта Чăваш Ен Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин аграрин пĕлтĕрхи ĕçне пĕтĕмлетнĕ май агропромышленность ĕçĕн ветеранĕсене тав тунă. Вĕсен шутĕнче Элĕк районĕн агропромышленность комплексĕн ветерансен пĕрлĕхĕн председателĕ, Элĕк районĕн хисеплĕ гражданинĕ, «Новый путь» хуçалăх председателĕн советникĕ Николай Макарович Сергеев та пур. Ăна Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Хушăвĕпе килĕшÿллĕн Чăваш Енри агропромышленность комплексĕн аталанăвĕнче тÿпе хывнăшăн тата общество ĕçĕ-хĕлне хастар хутшăннăшăн Тав хучĕпе чысланă.  



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
28 февраля 2017
10:24
Поделиться
;