Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Этнопарка - Хĕл ăсатăвне

Мартăн 4-мĕшĕнче районта Хĕл ăсатăвĕ пулать. Культура тытăмĕнче тăрăшакансем уява килнĕ хăнасене театрализациленĕ представланипе савăнтарĕç. Районти пултарулăх коллективĕсем «Сывă пул, хĕлле!» конкурса хутшăнса çуркуннене «вăратма» пулăшĕç. Коллективсем хушшинчи чи лайăх солистсемпе вокал ансамблĕсене палăртĕç, вĕсем такмаксем каласа, юрăсем шăрантарса тата ташăсемпе тупăшĕç.

Хĕл ăсатăвне килнĕ хăнасене пуян программа кĕтет. Лашасене тата мотоблоксене лайăх капăрлатассипе конкурс йĕркелеççĕ. Çавăн пекех спорт вăййисем - волейбол, шахмат, биатлон - иртĕç тата ытти ăмăртусенче те пуçарулăх кăтартма май пулĕ.

Этнопаркра вара суту-илÿ предприятийĕсемпе ял тăрăхĕсен кил картийĕсем вырнаçĕç. Ял тăрăхĕсем хушшинче те «Хĕл кайрĕ - çуркуннене çул парар» конкурс ирттерме палăртнă. Вăл «Чи лайăх презентаци», «Юмах патĕнче хăнара», «Тутлă çиер», «Çуркуннехи фантази», «Хĕллехи фантази» номинацисемпе иртĕ.

Этнопаркри презентаци 10 сехетре пуçланать. Уява 11 сехетре савăнăçлă лару-тăрура уçаççĕ.

Йĕркелÿ комитечĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
03 марта 2017
14:01
Поделиться
;