Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Сăвăм ÿснĕ

Районта ку таранччен сăвăм енчен ăнăçлă ĕçлесе пыракан виçĕ хуçалăха палăртма пулать. «Новый путь» хуçалăх пуринчен ытла сĕт сăвать. Вĕсем кашни ĕнерен 21,7 литр (пĕлтĕр ку тапхăрта - 20 литр) сĕт суса илеççĕ. Иккĕмĕш вырăнта Ульянов ячĕллĕ хуçалăх пырать. Унта пĕр ĕнерен 12,9 литр сăваççĕ пулсан, Карачурасем 11,9 литр суса илеççĕ. Хуçалăхсем иртнĕ çулхипе танлаштарсан сăвăма ÿстерни сисĕнет.

Паянхи куна халăхран сĕте 19 тенкĕпе туянаççĕ. «Новый путь» хуçалăх ял-йышран чĕр тавара 24 тенкĕ-пе йышăнать.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
07 марта 2017
13:06
Поделиться
;