Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Уйрăлакансен шучĕ чакнă

Район администрацийĕн ЗАГС пайĕ февраль уйăхĕнчи ĕç-хĕле пĕтĕмлетрĕ. Пĕлтĕрхи çак тапхăрпа танлаштарсан кăçал 4 ача сахалрах çуралнă - 13 ача. Вĕсенчен 4-шĕ - арçын ача, 9 хĕрача çуралнине регистрациленĕ.

Çак тапхăрта пурнăçран уйрăлса кайнисем 27 çын пулнă. Ытларах арçынсем вилнĕ.

Асăннă уйăхра пĕлтĕрхи пекех 4 çемье чăмăртаннă. Телее, уйрăлакансен хисепĕ чакнă. Иртнĕ çулхи тапхăрпа танлаштарсан 2 çемье çеç хут уйăрттарнă.  



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
07 марта 2017
13:07
Поделиться
;