Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Православи кĕнеки пулăшать

Мартăн 14-мĕшĕнче Православи кĕнекин кунне паллă тăваççĕ. Ăна халалласа Элĕкри тĕп библиотекăра «Чĕрене кирлĕ сăмах» православи каçĕ иртрĕ. Элĕк чиркĕвĕн настоятелĕ Виктор атте çак уяв мĕнле пуçланса кайни çинчен каласа пачĕ, вăл çынсене православи кĕнекин пĕлтерĕшне ăнланма пулăшнине ăнлантарчĕ. Виктор атте Турăпа пĕрле юнашар пулни ырă кăмăлпа хĕрхенÿ туйăмĕсене çуратнине пĕлтерчĕ, хальхи телевидени çинче чарăнса тăчĕ. Вăл çынсене чуна лăплантаракан, кăмăл-сипет тĕлĕшĕнчен ырă кăларăмсем пăхма, кĕнекесем вулама сĕнчĕ. Мероприятире «Ăс-хакăлпа кăмăл-сипетĕн чĕрĕ сăмахĕ» кĕнеке куравĕ ĕçлерĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
17 марта 2017
13:27
Поделиться
;