Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Сăвă хитре вулакан ача - Элĕкрен

Кăçалхи февралĕн 17-мĕшĕнчен пуçласа мартăн 17-мĕшĕччен Шупашкарти культурăпа искусство Чă-ваш патшалăх институтĕнче «Талантсен калейдоскопĕ» Пĕтĕм Раççейри вокалпа хореографи, театрпа художество тата инструмент пултарулăхĕн иккĕмĕш фестиваль-конкурсĕ иртнĕ. Унта çулсеренех Чăваш Енри пултаруллă ачасемпе çамрăксем 10 номинаципе хутшăнаççĕ. Асăннă фестивалĕн «Илемлĕ сăмах» номинацине Элĕкри «Çăлкуç» ача садĕнчи «Теремок» ушкăна çÿ- рекен Ульяна Леонтьева кĕнĕ. 5-ри хĕрача конкурсра Савельев-Сасăн «Тухтăр» сăввине илемлĕ вуласа панă. Республикăн тĕрлĕ кĕтесĕнчен килнĕ 4-7 çулхи ачасем хушшинче Людмила Тимофеевăпа Марина Леонтьева воспитательсен вĕренекенĕ 2-мĕш степеньлĕ лауреат дипломне тивĕçнĕ. Ульянăн ку - Раççей шайĕнчи конкурсри пĕрремĕш çитĕнÿ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
21 марта 2017
11:53
Поделиться
;