Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Чи нумай кĕнеке вулакан хĕрача

Элĕкри ача-пăча библиотеки çитĕнекен ăрăвăн ыйтăвĕсене тивĕçтерессишĕн куллен тăрăшса ĕçлет. Ачасене кĕнекепе туслаштарас тĕллев анчах мар-ха пирĕн, районта, республикăра иртекен тĕрлĕ акци-конкурса явăçтарасси те.

Пирĕн район ачисем вĕсенче ырăпа палăраççĕ, малти вырăнсене йышăнаççĕ. Акă Элĕк шкулĕнче 4»б» класра вĕренекен Дарья Ананьева пирки те çавнах каламалла. Ăс-тăнпа тавракурăма кунсерен аталантарас тесе кĕнеке, хаçат-журнал вулани пысăк вырăн йышăннине лайăх ăнланать Даша, çавăнпа та уроксем хыççăн кунсерен библиотекăна васкать. Кунта вăл çĕнĕ кĕнекесемпе паллашать, энциклопедисене тишкерет, ача-пăча валли тухакан пичет кăларăмĕсене алăран вĕçертмест. Библиотекăра иртекен мероприятисене хаваспах хутшăннине те палăртма кăмăллă. Çавăн пекех районта тата республика шайĕнче иртекен конкурссене тăтăшах хутшăнать, çĕнтерÿçĕ ятне тивĕçет.

Çаврăнăçуллă ача пур çĕрте те пултаруллă çав. Даша ташă кружокне çÿреме те ĕлкĕрет, шахмат кружокĕ валли те вăхăт тупать. Çак кунсенче библиотекăра ача-пăча кĕнеке эрни иртрĕ. Уявра библиотекăна çÿрекен чи пултаруллă ачасене палăртса хăвартăмăр. Даша Ананьева «Чи нумай вулакан» номинацире çĕнтерÿçĕ пулса тăчĕ, диплом илме тивĕçрĕ.

С.ПОТАПОВА, библиотекарь.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
28 марта 2017
16:09
Поделиться
;