Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

АПК ветеранĕсем - Вăрнарта

Мартăн 29-мĕшĕнче районти агропромышленность комплексĕн ветеранĕсем Вăрнар районĕнчи Малтикас ялĕнчи выльăх-чĕрлĕх комплексĕнче пулса курчĕç. Ăнăçлă ĕçлесе пыракан хуçалăхра 500 пуç сăвакан ĕне вырнаçмалăх ферма ĕçлет. Паянхи кун унта 1300 сăвакан ĕне шутланать. Кунсерен Етĕрнене 20 тонна ытла сĕт ăсатăнать. Ĕнесене 40-шер пуç таран вырнаçакан икĕ залра сăваççĕ. Кунта ĕçлеме майĕ те пур, пĕтĕм условисене тунă. Элĕк районĕнчи АПК ветерансен пĕрлĕхĕн председателĕ Николай Сергеев çак комплексăн ертÿлĕхне тата ĕçченĕсене ăшшăн кĕтсе илнишĕн тав турĕ, малашне те кăтартуллă ĕçлеме ăнăçу сунчĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
31 марта 2017
09:07
Поделиться
;