Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Эрнипех - акăлчанла

Предмет эрнисене ирттересси йăлана кĕнĕ Мăн Ямашри вăтам шкулта. Акă нумаях пулмасть акăлчан чĕлхин эрни иртрĕ. Ăна Анна Вячеславовна Баранова ирттерчĕ. Вăл ачасем акăлчан чĕлхи предметне юратчăр, тарăн пĕлÿ илччĕр, мĕн пĕлнине пурнăçра усă курччăр тесе чунтанах тăрăшать.

Чăтăмсăррăн кĕтрĕç ачасем эрне пуçланасса. Унăн планĕпе паллашса тÿрех ĕçе тытăнчĕç, хăйсен хастарлăхне кăтартрĕç. Пĕр ача та хутшăнмасăр юлмарĕ. Мĕн кăна туса ирттермерĕç-ши ачасем эрне хушшинче; Акăлчанран вырăсла куçарассипе те, ребус тăвассипе те, акăлчан литературинчи сăнарсене ÿкерессипе те, тупмалли юмахсен тупсăмĕсене тупассипе те, юратнă çыннисем патне акăлчанла çырса открытка маçтăрлассипе те ăмăртрĕç шкул ачисем. Акăлчанла калаçса хăйсен чĕлхисене аталантарчĕç. 7-11-мĕш классем хушшинче пулса иртнĕ «Тăлмачă», «Ребус тупсăмне туп» конкурссенче чи маттурри 11-мĕш класра вĕренекен Кристина Лаврентьева пулчĕ. Тупмалли юмахсен тупсăмĕсене кĕçĕн классенче вĕренекенсем шырарĕç. Ку конкурсра 3-мĕш класра вĕренекен Ангелина Мироновăна çитекенни пулмарĕ. 2-мĕш вырăна 2-мĕш класра вĕренекен Ксения Баранова çĕнсе илчĕ, 3-мĕшне Валерия Егоровăпа Александр Дмитриев пайларĕç. 2-мĕш класра вĕренекен Елена Александрова «Акăлчан алфавитĕнчи манăн юратнă сас палли» конкурсра çĕнтерÿçĕ пулса тăчĕ. Ÿкерессипе те ăмăртрĕç ачасем. 2-11-мĕш классем хушшинчи «Акăлчан литературинчи кĕнекери сăнарсем» конкурсра 5-мĕш класра вĕренекен Виктория Ильдер çĕнтерчĕ. Унăн ÿкерчĕкĕ пуринчен те хитререх пулчĕ. 9-мĕш класри Диана Андреева класри ачасем хушшинче ирттернĕ «Сас паллисем тăрăх кала» конкурсра малтисен ретĕнче пулма пултарчĕ. Тупăшура акăлчан чĕлхин грамматикине чи лайăх пĕлекенсенчен пĕри 11-мĕш класра ăс пухакан Дина Павлова пулчĕ.

Эрне лайăх кăмăл-туйăмпа иртсе кайрĕ. Чи маттуррисене грамотăсем парса чыс турĕç. Çитĕнÿсемпе чылайччен хавхаланса пурăнчĕç вĕренекенсем. Çитес предмет эрнисене татах та лайăхрах хатĕрленме пулчĕç.

Диана САВЕЛЬЕВА,

Мăн Ямашри вăтам шкулта 8-мĕш класра вĕренекен.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
31 марта 2017
09:11
Поделиться
;