Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Ларура - тĕн ыйтăвĕсем

Мартăн 29-мĕшĕнче район администрацийĕн акт залĕнче тĕн пĕрлешĕвĕсемпе çыхăнса ĕçлекен Канашăн пĕрремĕш ларăвĕ иртнĕ. Унта районти Канаш членĕсем, тĕн представителĕсем, обществăлла организаци ертÿçисем, культура ĕçченĕсем, вĕренÿ тата массăллă информаци хатĕрĕсен представителĕсем хутшăннă.

Канаша районти вырăнти хăй тытăмлăх органĕсемпе тĕн пĕрлешĕвĕсем хушшинчи хăш-пĕр ыйтăва татса пама йĕркеленĕ. Ĕç планĕпе килĕшÿллĕн районта нацисем хушшинчи çыхăнăва, терроризмпа экстремизма хирĕç кĕрешессипе саккуна пăхăннине пăхса тухнă. «2014-2020 çулсенче Элĕк районĕнче культурăпа туризма аталантарасси» муниципалитет программи 2016 çулта мĕнле пурнăçа кĕнине социаллă аталану, культура тата архив ĕçĕсен секторĕн заведующийĕ Людмила Семенова каласа панă.

Çавăн пекех Элĕк чиркĕвĕн протоиерейĕ Виктор атте чиркÿ çумĕнчи «Зернышко» Вырсарни шкулĕн ĕç-хĕлĕпе паллаштарчĕ, унта çÿрекен ачасем Чăваш Енри Вырсарни шкулĕсен пултарулăх коллективĕсем хушшинче иртнĕ республикăри XV «Раштав çăлтăрĕ» фестивале хутшăннине пĕлтерчĕ.

В.НИКИФОРОВА.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
31 марта 2017
09:09
Поделиться
;