Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Наци тумĕ - халăх мулĕ

Мартăн 24-мĕшĕнче Шупашкарти культурăпа ÿнер институтĕнче «Чăваш наци костюмĕ - халăхăн культура пуянлăхĕ» регионсем хушшинчи конкурсĕ иртрĕ. Пирĕн район чысне Нина Озерова, Людмила Андреева, Лидия Егорова тĕрлĕ номинацире хÿтĕлерĕç. Çавăн пекех Людмила Андреева ертсе пыракан «Тарават» фольклор ушкăнĕ сцена çинче тури чăвашсен юррисене шăрантарчĕ. Унта хутшăннă тĕрĕ ăстисем «Йăлана кĕнĕ чăваш наци костюмĕ» тата «Чăваш наци костюмĕсен йăлана кĕнĕ элеменчĕсем» номинацисенче палăрчĕç.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
31 марта 2017
09:07
Поделиться
;