Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Наталья - чи маттурри

«Çулталăк вĕренекенĕ - 2017» район конкурсĕ çулсерен иртет. Конкурса хутшăнни шкул ачисен вĕренÿ шайне ÿстерме, тĕрлĕ тĕпчев тата пултарулăх ĕçĕсене хăйсене тĕллĕн пурнăçлама, харпăр хăйĕн маçтăрлăхне палăртма пулăшать.

Хальхинче вăл мартăн 2-мĕшĕнчен пуçласа 28-мĕшĕччен иртрĕ. Конкурса районти 6 шкулти 7-10-мĕш классенче вĕренекен 11 ача портфолио тăратрĕ. Чи нумай балл пухнă вĕренекенсенчен пĕри Элĕкри вăтам шкулти Наталья Волкова пулчĕ. Çавăн пекех Даниил Ефремовпа Анна Романова, Анна Егоровăпа Марина Яковлева, Линда Осиповăпа Регина Степанова çĕнтерÿçĕсен йышне кĕчĕç. Вĕсем грамотăсене тивĕçрĕç тата, 10 уйăх стипенди илсе тăрĕç.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
04 апреля 2017
08:44
Поделиться
;