Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Кубок - Элĕк ял тăрăхĕнче

Кăçал «Элĕк ачи» ентешлĕх йĕркеленнĕренпе 25 çул çитет. Çакна тĕпе хурса тата Чăваш Енре Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкне шута илсе канмалли кунсенче Элĕкри «Хĕлхем» спорт шкулĕнче ял тăрăхĕсен командисем хушшинче мини-футбол турнирĕ иртрĕ.

Спорт мероприятине «Элĕк ачи» ентешлĕхĕн председателĕ Владимир Иванов, çăмăл атлетикăпа тĕнче класлă спорт мастерĕ Олег Андреев, район ентешлĕхĕн спорт вăййин тĕсĕсен команда представителĕ Валентин Гордеев уçрĕç. Элĕк районĕ республикăра çакăн йышши пысăк шайлă турнирсене йĕркелекенсенчен пĕри пулнине палăртрĕ Валентин Гордеев.

Положенипе килĕшÿллĕн турнира хăш вырăнта пурăннине пăхмасăр 17 çултан аслăрах ентешсен тата вĕсен ачисен хутшăнма май килчĕ. Спорт ăмăртăвне районти 8 ял тăрăхĕнчен килсе çитрĕç: Элĕк, Мăн Вылă, Йăлкăш, Чăваш Сурăм, Тавăт, Ураскилт, Шĕмшеш, Ехремкасси ял тăрăхĕсем. Вăйă умĕнхи ăмăрту икĕ зонăпа иртрĕ, кашнинчен икшер команда тухрĕç. Çурма финалта Элĕк, Йăлкăш, Шĕмшеш тата Ехремкасси ял тăрăхĕнчи спортсменсем тупăшрĕç.

Хĕрÿ тупăшура Элĕк ял тăрăхĕн команди пьедесталăн чи çÿллĕ картлашки çине хăпарчĕ, иккĕмĕш вырăна Ехремкассисем тухрĕç пулсан, Шĕмшеш команди виççĕмĕш вырăн çĕнсе илчĕ.

Çĕнтерÿçĕ команда куçса çÿрекен кубока тивĕçрĕ. Призерсене дипломпа тата медальсемпе хавхалантарчĕç.

Арина ВОНИФАТЬЕВА.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
11 апреля 2017
15:35
Поделиться
;