Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Халăх пуянлăхĕ - туслă пурăннинче

Наци культурисен «Родной земли многоголосье» уйăхлăх-ярмăрккипе килĕшÿллĕн Элĕкри тĕп библиотекăра «Культура халăхсене пĕрлештерет» уяв иртрĕ. Вăл районти «Юрататăп сана, Чăваш Ен: Элĕк районĕ» таврапĕлÿ проекчĕпе килĕшÿллĕн иртет. Унăн тĕп тĕллевĕ - нацисем хушшинчи хутшăну культурине çирĕплетесси, пирĕн районта пурăнакан тĕрлĕ халăх культурипе, йăли-йĕркипе паллашасси тата вĕсене сыхласа хăварасси.

Элĕкри тĕп библиотекăн вулав залне пирĕн район территорийĕнче пурăнакан тĕрлĕ халăх çынни пухăнчĕ: чăваш, вырăс, тутар, çармăс, мăкшă, узбек, пушкăрт. Уява районти Хĕрарăмсен канашĕн председателĕ Василиса Архипова уçрĕ. Вăл пирĕн районта ытларах чăвашсем пурăннине, ытти наци çыннисемпе туслине, çак мероприяти нацисене пĕрлештернине палăртрĕ.

Библиотека ĕçченĕсем тĕрлĕ халăх историйĕпе, культурипе, йăли-йĕркипе, çыравçăсен пурнăçĕпе тата пултарулăхĕпе паллаштарчĕç, «Культурăсен диалогĕ - пĕрлехи тĕнче» слайд-презентаци кăтартрĕç. Вулав залĕнче «Нумай нациллĕ Чăваш Ен» кĕнеке куравĕ пурне те тыткăнларĕ. Наци тумтирĕн куравĕ те интереслĕ иртрĕ. Экспонатсемпе Оксана Бархаткина библиотекарь паллаштарчĕ.

Галия Купкенова (тутар), Танзиля Тимофеева (пушкăрт), Тамара Бочкова (вырăс), Любовь Замятина (çармăс), Нина Батракова (вырăс) хăйсем çуралса ÿснĕ тăрăх, йăли-йĕркипе культури çинче тĕплĕн чарăнса тăчĕç, тăван чĕлхисемпе сăвăсем вуларĕç тата юрăсем шăрантарчĕç. Мероприятие хутшăнакансем кашниех наци апатне пĕçерсе килнĕ. Уява килнисене «Çăлкуç» ача садне çÿрекенсем хăйсен илемлĕ юрри-ташшипе савăнтарчĕç. Элĕк шкулĕнче вĕренекен Дарья Ананьева Петĕр Хусанкайăн «Юман» сăввине вуласа пачĕ.

Çакăн йышши мероприятисем тĕрлĕ халăх культурине пĕлме, туслăха çирĕплетме, çĕнĕ тус-юлташ тупма май параççĕ.

Зоя УДЯКОВА.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
14 апреля 2017
16:47
Поделиться
;