Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Субботника - пурте пĕрле

Çулсеренех çуркунне çитсен пирĕн районта территорисене хăтлăх кĕртессипе, санитари енчен тасатассипе экологи уйăхлăхĕ иртет. Кăçал вăл апрелĕн 10-мĕшĕнче старт илчĕ, майăн 31-мĕшĕччен тăсăлать. Çак тапхăрта урамсене, кил картишĕсене, нумай хваттерлĕ çуртсем çумĕнчи ача-пăча лапамĕсене, парксене, çăвасене, çул территорийĕсене, палăксене, обелисксене, стелăсене тасатса хăтлăх кĕртмелле. Апрелĕн 29-мĕшĕнче Экологи субботникĕ ирттерме тĕллев лартнă. Иртнĕ кунсенче район администрацийĕн ĕçченĕсем пĕрремĕш субботника тухрĕç. Вĕсенчен тĕслĕх илсе Элĕкри ваттисен çурчĕн тата районти тĕп больницăн ĕçченĕсем те çуртсем йĕри-тавра тасатса тирпейлерĕç.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
14 апреля 2017
16:45
Поделиться
;