Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Хĕл парăнасшăн мар-ха

Апрель уйăхĕн çурринчен иртрĕмĕр те ытларах та ытларах ăшă кунсем çинчен шутлама пуçларăмăр. Ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен-фермер хуçалăхĕсем ака-сухана тухма тăпăртаттарса тăраççĕ.

Пахча çимĕç ăстисенчен хăшĕ-пĕри кĕç-вĕç çанталăк ăшăтса ярассине шанса парка ÿснĕ калчасене теплицăсене кăларса лартма та ĕлкĕрчĕç. Автотранспорт водителĕсем те машинăсен хĕллехи ураписене çуллахисемпе ылмаштарчĕç. Анчах çанталăк та этем кăмăлĕ пекех хăвăртах улшăнма пултарнине ĕнер тепĕр хут çирĕплетрĕ. Тĕрĕссипе, çак кунсенче Чăваш Республики циклон тыткăнне лекессине синоптиксем те пĕлтернĕччĕ. Апла пулин те тепĕр хут чăн-чăн хĕл ларасса, çулсене юр хÿсе лартса чăрмавсем кăларса тăратасса никам та шутламанччĕ. Çакă вара республикăри, районти çул-йĕр службисен оперативлăхне палăртакан тĕрĕслев вырăнĕнчех пулчĕ.

Район территорийĕнчи çулсене юр хÿсе лартнăран район центрĕнчи предприятисенче тăрăшакансем ĕçе кая юлса килчĕç. Сăлтавĕ, çулсене юртан тасатманни. Вырăнăн-вырăнăн юр хÿсе лартнăран машинăсем кĕрсе ларнă, вĕсене тĕксе кăларма тивнине те асăнмасăр иртеймĕп. Ку енĕпе лару-тăру уйрăмах Тавăт, Ураскилт, Мăн Вылă, Шĕмшеш еннелле каймалли çулсем çинче çивĕч пулнине палăртмалла. Çулсене вăхăтра юртан тасатманран ирхине Ураскилте, Шĕмшеше пассажирсене турттаракан автобуссем каяйман. Çавăн пекех Хĕрлĕ Чутай енчен те икĕ рейс килмен. Пассажирсем сахал пулнăран Шупашкартан килекен икĕ рейса улăштарнă.

Элĕк-Ишек автоçул çинче вара çулсене юр хÿсе лартнине пула машина выляса кайнăран çул хĕррине кĕрсе ларнă тĕслĕхсем темиçе те пулнă. Сакăр сехетсенче Элĕке килме тухнă Мăн Шĕвĕшпе Тури Хурасан ялĕсенче пурăнакансен чарăнура автобус кĕрсе ларнăран ăна тĕкме те тивнĕ.

Çул-йĕре пăхса тăракан организацисен автотранспорчĕ Етĕрне енчен килсе Элĕк-Ишек автоçула 8 сехет те 40 минутра хырса кайнине хам куçпа курма тиврĕ. «Алиководорстрой» организацин генеральнăй директорĕ Борис Степанов пĕлтернĕ тăрăх, сакăр техникăна явăçтарнă. Ĕç вăхăчĕ вĕçленнĕ тĕле çулсем çинчи лару-тăрупа черетлĕ хут кăсăклантăмăр. «Чăрмав кăларса тăратма пултаракан районти çулсене хырнă, ку енĕпе ĕçсем малалла та пыраççĕ. Техника çĕрĕпех ĕçлĕ. Çил-тăман лăпланичченех çулсене хырма палăртнă», - терĕ Борис Витальевич. Республика пĕлтерĕшлĕ çулсене вара вырăнăн-вырăнăн юртан хыркаланине, апла пулин те лару-тăру çивĕч пулнине пĕлтерчĕç ялсенче пурăнакансем.

Эльвира КУЗЬМИНА.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
21 апреля 2017
09:56
Поделиться
;