Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Акци старт илчĕ

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерÿ тунăранпа 72 çул çитет. Çакна тĕпе хурса пирĕн районта «Çĕнтерÿ ялавĕ умĕнчи часавай» патриотла акци старт илчĕ. Ăна ачасемпе çамрăксене патриотизм туйăмне вăйлатма, вăрçăра паттăррăн çапăçнă ентешсене асра тытма вĕрентес тĕллевпе йĕркеленĕ. Асăннă акци районти мĕнпур шкулта иртет. Çак кунсенче вăл Тавăт шку- лĕнче старт илчĕ. Мероприятие Афганистан ветеранĕсен канашĕн районти председателĕ Валерий Иванов уçрĕ. Вăл Çĕнтерÿ ялавне йăтса кĕрсе вĕренекенсене пачĕ. Мероприятие район администрацийĕн вĕренÿ пайĕн начальникĕ Петр Павлов, «Пограничное братство» пограничниксен республикăри обществăлла организацин Элĕк районĕнчи уйрăмĕн председателĕ Борис Степанов тата Тавăт ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Анатолий Васильев хутшăнчĕç. Пухăнннисем пĕр минут шăп тăрса вăрçăра вилнисене асăнчĕç. Акци пур шкула та çитсе майăн 9-мĕшĕнче Элĕк шкулĕнче вĕçленет.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
25 апреля 2017
09:43
Поделиться
;