Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Чи маттуррисене - медальсем

Пĕлтĕр Раççейре çĕршыв пĕлтерĕшлĕ анлă мероприяти - Пĕтĕм Раççейри ял хуçалăх çыравĕ иртрĕ. Унăн тулли кăтартăвĕсем паллă мар, вĕсене кăçалхи октябрьтен пуçласа 2018 çулхи декабрьччен тишкерĕç. Тунтикун чи хастаррисене Патшалăх статистикин федераллă службин «Пĕтĕм Раççейри ял хуçалăх çыравне ирттерессипе ĕçленĕшĕн» медальсемпе чысларĕç.   Район хаçачĕн пай редакторĕ Вера Морозова çырава хатĕрленсе ирттерессине çутатнăшăн, вулакансене ăнлантарнăшăн астăвăм медальне тата район администрацийĕн пуçлăхĕн Тав хутне тивĕçрĕ. Чăвашстатăн ертсе пыракан специалист-эксперчĕ Елена Львова тата Маргарита Николаева уполномоченнăй та Тав хутне илчĕç.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
25 апреля 2017
09:42
Поделиться
;