Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Элĕк райповĕ - малта

Раççей Федерацийĕн Центросоюзăн потребительсен кооперацийĕн Хусанта иртнĕ форумĕнче 2016 çулта «Отрасль ĕç-хĕлне ăнăçлă аталантарнăшăн» Пĕтĕм Раççейри экономика ăмăртăвне пĕтĕмлетрĕç, наградăсем пачĕç. Элĕк райповĕ сутăн илессипе пĕрлехи ĕçе хутшăннăшăн - иккĕмĕш вырăн, обществăлла апатланăва аталантарнăшăн виççĕмĕш вырăн çĕнсе илнĕ. Чă- вашпотребсоюз пĕтĕмĕшле ĕç-хĕле аталантарнăшăн - иккĕмĕш вырăна, пурлăхпа техника базине сыхласа хăварнăшăн тата аталантарнăшăн - пĕрремĕш, ĕç-хĕле ăнăçлă ÿстерсе пынăшăн - пĕрремĕш, вак суту-илĕве аталантарнăшăн - виççĕмĕш, пĕтĕмĕшле ĕç-хĕлпе Атăлçи федераци округĕнче иккĕмĕш вырăнсене тухнă.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
28 апреля 2017
14:43
Поделиться
;