Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Нумай ачаллисен шучĕ ÿсет

Кăçалхи çула Чăваш Енре Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкне халалланă. Амăшлĕхпе ачалăха сыхласси тĕп вырăнта пулнине палăртнă. Республикăра çакăн çине пысăк тимлĕх уйăрни çемьесенче йыш хушасси çине витĕм кÿнине асăнмалла. Пĕлтĕр май уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне районта нумай ачаллă 296 çемье шутланнă, вĕсенче 973 ача ÿснĕ. Кăçал вара асăннă тапхăр тĕлне нумай ачаллă çемьесен шучĕ 314-па танлашнă, вĕсенче 1027 тĕпренчĕк пурăнать. Паянхи куна районта 3 ачаллă çемьесем 254 шутланаççĕ, вĕсенче 762 тĕпренчĕк пурăнать, тăваттăллисем - 42, пиллĕклисем - 12, ултă ачаллисем 5 пулсан, пĕр çемьере 7 ача ÿсет.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
03 мая 2017
13:59
Поделиться
;