Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Патшалăх символĕсене халалласа - флешмоб

Кăçал Чăваш Республикин патшалăх символĕсене йышăннăранпа 25 çул çитрĕ.1992 çулта апарелĕн 29-мĕшĕнче Чăваш Республикин Аслă Канашĕн Постановленийĕпе килĕшÿллĕн Патшалăх гербĕпе ялавне, республикăн гимне çирĕплетнĕ. Хаçата вулакана аса илтерем, Чăваш Республикин гимнĕн сăмахĕсен авторĕ пирĕн ентеш, Ураскилт ял тăрăхĕнче çуралса ÿснĕ Илья Семенович Тукташ. Патшалăх символĕсене халалласа Элĕк салинче апрелĕн 28-мĕшĕнче «Республика символĕсем - халăх символĕсем» флешмоб иртрĕ. Унта кульура ĕçченĕсемпе шкул ачисем йышлăн хутшăнчĕç. Вĕсем Чăваш Ен Патшалăх гимнĕн кĕвĕ çеммипе «Пурнăç йывăççине» сăнларĕç. Ялсенчен килнĕ артистсем юрри-ташшипе саламларĕç.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
03 мая 2017
13:58
Поделиться
;