Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Ял илемне упрасчĕ

Юлашки вăхăтра ялсенче пĕрле пухăнса ял уявĕсене ирттересси, урамсене тирпейлесе хăтлăх кĕртесси йăлана кĕрсе пырать. Авалтан килекен ниме йăли-йĕрки çирĕпленсе пыни çитĕнсе пыракан ăрушăн ырă тĕслĕх вырăнĕнче. Эпĕ хамăн ялпа мăнаçланатăп. Çыннисем туслă та ĕçчен. Кашни ĕçе ниме йĕркипе пурнăçлама тăрăшаççĕ. Пирĕн ял пысăках мар пулин те выльăх-чĕрлĕх шутне ÿстерсе пыракансен йышĕ пĕчĕкех мар-ха.

Ялти хăтлăх чи малтан хамăртан килет. Çавăнпа та ял халăхĕ тăтăшах субботниксем тума тăрăшать. Тукач ялĕнче пурăнакансем туслă тата пĕр шухăшлă пулнине иртнĕ канмалли кунсенче иртнĕ субботник та çирĕплетсе пачĕ. Пуçаруллисем клуб умĕнче тирпей ĕçĕсене пурнăçларĕç, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунисене тата хыпарсăр çухалнисене асăнса лартмалли палăкăн фундаментне ячĕç. Кунта ватти те, вĕтти те хутшăнчĕ. Ялта пурăнакансем çеç мар, хуларан канмалли кунсене килнисем те хастар пулчĕç çак пархатарлă ĕçре. Хăть те мĕнле пулсассăн та тăван ял пуринчен те илемли. Тăван ялта çуралса ÿснĕ, çунат сарнă кашни çын хăйĕн пурнăç çулĕ таçта илсе çитерсен те тăван кĕтесе манмасса, хăйĕн ĕçĕсемпе килте юлнă ашшĕ-амăшне, тăванĕсене сума сăвасса шанас килет. Яланах ял илемне, тăван кил ăшшине упрасчĕ.

Николай НИКИТИН, ял старости.

 



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
03 мая 2017
14:02
Поделиться
;