Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Сăвăсран сыхланар

Çут çанталăкпа пĕрлех сăвăссем те вăранаççĕ. Вĕсем тĕнчипех куçса çÿреççĕ. Шăпах халĕ, тĕрĕсрех каласан, çуркунне пуçлансанах, ÿссе çитĕннĕ сăвăссем апат шырама пуçлаççĕ.

Иксод текен сăвăссем питĕ чăтăмлă. Вĕсем хĕле те парăнмаççĕ, пурăнакан вырăна шыв илсен те çавăнта 10 кун ытла ним те мар пурăнаççĕ. Тĕлĕнмелле те, ку йышри ама выçăлла та 7 çул вилмест. Çитменнине, вăл 5 пин таран çăмарта кăларать. Сăвăссем çак тапхăрта курăксен, тĕмсен, йывăçсен тунисем çине хăпараççĕ. Вĕсем тĕрлĕ шăрша, температурăна сисĕмлĕ. «Тăрантаракан» килнине туйсанах ун çине куçаççĕ. Ÿте шăтарса кĕрсе юн ĕмме пуçлаççĕ.

Сăвăссем ытларах нÿрĕк вырăнсене кăмăллаççĕ. Тăранса пурăнма чĕрчун пурри те пĕлтерĕшлĕ çак кăпшанкăшăн. Выльăха сăвăссенчен сиплемешкĕн инсектицидсемпе 7-10 кунра пĕрре усă курмалла. Ветеринари аптекинче паян çак препаратсене сутаççĕ: «Бутокс», «Неосто-мазан», «Суминак». Йытăсем тата кушаксем валли ятарлă мăйкăч та пур.

Пысăк йышлă сăвăссем ĕнесене е качакасене тапăнсан сĕт урлă та этеме чир ерме пултарать. Сĕте вĕретмесĕр ĕçме тата усă курма юрамасть. Сăвăс çыртнă чух ыратнине сисмелле мар наркăмăш кăларать. Ÿт çине лекнĕ хыççăн тепĕр сехетрен çыпăçсах ларать. 6-12 сехет   иртсен вара кĕçĕтнине е ÿт хĕрелнине систерет.

Вăрманта çÿренĕ чух ÿт-пĕве пĕтĕмпех хупламалла, çара юлакан вырăнсен сехетре пĕрер хут пăхса тухмалла. Пуçа калпак тăхăнмалла, тутăр çыхмалла. Сăвăссем тапăнасран сĕрмелли япаласемпе усă курмалла. Сăвăс çыртрĕ пулсан çийĕнчех тухтăр патне каймалла.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
12 мая 2017
10:17
Поделиться
;