Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Пĕрисен - ÿснĕ, теприсен - чакнă

Район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕ пĕлтернĕ тăрăх, майăн 19-мĕшĕ тĕлне районти мĕнпур категориллĕ хуçалăхсем талăкра вăтамран 57784 килограмм сĕт туса илнĕ. Вăл шутран ял хуçалăх предприятийĕсенче - 12526 килограмм. Çавăн пекех предприятийĕсем пĕр ĕнерен талăкне 21,7 килограмм сĕт сăваççĕ. Пĕлтĕр ку тапхăрта талăкне 20,7 килограмм сунă. Паянхи кун ку енĕпе «Новый путь» (пĕр ĕнерен 23,1 килограмм), Ульянов ячĕллĕ (21,6 килограмм) хуçалăхсем ăнăçлă ĕçлесе пыраççĕ. Анчах та çав хушăрах «Авангард» хуçалăхра кăшт чакни палăрать. Малтанхи тапхăрсенче асăннă хуçалăхри фермăра сăвăм ÿссе пынă пулсан, халĕ талăкне пĕр ĕнерен сĕт суса илесси 15,2 килогрампа çеç танлашнă.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
23 мая 2017
20:05
Поделиться
;