Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Наци гвардине те ăсаннă

Çурхи призыв тапхăрĕн иккĕмĕш уйăхĕ вĕçленет. Медицина тĕрĕслевĕ витĕр тухнă, çирĕп сывлăхлă çамрăксем салтак атти тăхăнаççĕ. Иртнĕ тапхăрта районтан 10 каччă çар ретне тăма ĕлкĕрнĕ те ĕнтĕ. Вĕсенчен 5-шĕ майăн 16-мĕнче Раççей Федерацийĕн Наци гвардине ăсаннă. Кунта пĕр-пĕр специальноçа алла илнĕ, сывлăх енчен пĕр кăлтăк та çук, судпа айăпланман яш-кĕрĕме çеç илеççĕ. Майăн 22-мĕшĕнче вара çамрăксен тепĕр ушкăнĕ çĕршыва сыхлама ăсанчĕ. Мăн Ямашри Василий Никитинпа Шураçри Сергей Николаев, Мăн Шĕвĕшри Сергей Бушуев салтак аттине тăхăнчĕç. Майăн 29-мĕшĕнче вара Хитекушкăнĕнчи Федор Никитин Тинĕс флочĕн çарне ăсанĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
26 мая 2017
15:42
Поделиться
;