Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Ял уявĕ иртрĕ

Анатри Юлăшра пурăнакансем авалтан килекен йăлана сыхласа хăварас тĕллевпе майăн 23-мĕшĕнче ял уявне ирттерчĕç. Пухăннисене Чăваш Сурăм ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Виктор Сорокин, район администрацийĕн пуçлăхĕн социаллă ыйтусемпе ĕçлекен çумĕ Петр Павлов, «Новый путь» ял хуçалăх ертÿçи Иван Игнатьев, ЗАГС пайĕн начальникĕ Любовь Артемьева саламларĕç. Уявра ял хастарĕсене чысларĕç. Вырăнти «Шурăмпуç» пултарулăх коллективĕ, Шупашкарти «Асамат» эстрада ушкăнĕ, Алиса Ижендеева юрăç уява килнисене чăваш юрри-ташшипе тыткăнларĕç. Спорта кăмăллакансем футболла тата волейболла вылярĕç. Юлашкинчен пурте кĕрекене вырнаçрĕç, техĕмлĕ шÿрпе астиврĕç.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
26 мая 2017
15:43
Поделиться
;