Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Пирус туртма пăрахма пулатех

Майăн 31-мĕшĕ - пирус туртассине хирĕç кĕрешмелли кун. Ăна Пĕтĕм тĕнчери сывлăх сыхлавĕн организацийĕ сĕннипе 1987 çултанпа паллă тăваççĕ. Пирус туртни этемлĕхшĕн çивĕч ыйту пулса тăчĕ, ăна ахальтен мар ĕнтĕ эпидемипе танлаштараççĕ.

Пирус курупкки çине унăн сиенĕ çинчен асăрхаттарса çыраççĕ пулсан та туртакансен йышĕ ÿссех пыни куç кĕрет. Тăватă çул каялла «табака хирĕçле» саккун йышăннăччĕ. Вăл шкулсенче, аслă вĕренÿ заведенийĕсенче, ачасен вăйă лапамĕсенче, стадионсенче, çынсем нумай çÿрекен вырăнта туртма чарчĕ. Граждансене пирус тыткăнĕнчен яланлăхах хăтарасси пирки те калаçаççĕ-ха кăçал чиновниксем. Вĕсем табак акцизĕсене ÿстерни курăмлă пуласса шанаççĕ. Çавăн пекех унти хутăшсене тĕрĕслеме те палăртаççĕ, мĕншĕн тесен тĕрлĕ тутă кĕртекен хутăшсем çынна хăйсен тыткăнне илме тата ытларах туртма хистеме пултараççĕ.

«Ман шутпа, пирус туртассипе кĕрешмелли чи лайăх мел вăл - туртма пуçламанни. Никотин мĕнпур организма сиен кÿрет. Пирус туртакансен ÿпки, пĕверĕ, чĕри тата ытти органсем те чире каяççĕ. Шел пулин те, çул çитменнисем çак йытă çимен апата çăвара хыпни чуна ыраттарать. Хăвăртрах çитĕнес килет-ши вĕсен; Çавăнпа та эпир час-часах вĕренекенсемпе тĕлпулусем ирттеретпĕр, пирус сиенĕ пирки калаçатпăр. Чылай çемьере ашшĕпе амăшĕн тĕслĕхĕпе ачисем те каярахпа çак сиенлĕ йăлапа туслашни куç кĕрет. Кăмăл çирĕплĕхĕ пулсан пирус туртма пăрахма пулатех тесе шутлатăп», - палăртать районти тĕп больницăн врач-наркологĕ Галина Степанова.

Майăн 27-мĕшĕнче районта черетлĕ «Тухтăрпа пĕрле уçăлса çÿрени» акци иртрĕ. Элĕкри тĕп больницăн пĕтĕмĕшле практика офисĕн врачĕ Эльвира Яковлева пирус туртни тĕрлĕ чир-чĕр пуçарнине ăнлантарчĕ. Пирус туртаканпа юнашар тăни те сывлăхшăн сиенлине палăртрĕ. Унăн тĕтĕмĕ бронх астмине пуçарса яма пултарнине, çакă ачасене уйрăмах пысăк сиен кÿнине, уçă сывлăшра çуран утни туртма пăрахнă чухне пысăк пулăшу кÿнине те каларĕ.

Юлашки çулсенче пирус туртнипе тухнă пушарсен шучĕ ÿснине Чăваш Республикин Гражданла хÿтĕлев тата чрезвычайлă лару-тăру патшалăх комитечĕн статистики те çавнах çирĕплетет. 2015 çулта пирĕн республикăра пирус туртнă чухне асăрханусăр пулнипе 130 пушар тухнă. Пĕлтĕр Чăваш Енре 937 пушартан 140-шĕ пируса пула тухнă. Виçĕмçул пушарта 39 çыннăн пурнăçĕ вăхăтсăр татăлнă пулсан, пĕлтĕр - 46 çыннăн. Куратпăр ĕнтĕ, статистика кăтартăвĕ- сем тăрăх, пушарсен тата унта вилекенсен шучĕ çулран-çул ÿссе пырать. Пушарсенче 124 миллион тенкĕлĕх пурлăх пĕтнĕ, вăл шутран 8,8 проценчĕ - пируса пула. Кунта пурлăх çуннин хакĕ мар, çын пурнăçĕ татăлнин хакĕ пысăкрах. Кил-çурта çĕнетме пулать, анчах та вилнĕ çынна чĕртсе тăратаймăн.

«Пируса этем тăшманĕ пулнине тепĕр хут çирĕплетсех калатăп. Çак ирсĕр япалана пула иртнĕ çул районта 20 хутчен çулăм алхасрĕ. Вĕсенчен 4-шĕ пирус туртнă чухне тимсĕр пулнипе тухнă. Пĕринче кил хуçи çăлăнма ĕлкĕрнĕ пулсан, тепĕр 3-шĕнче 5 çыннăн пурнăçĕ вăхăтсăр татăлнă. Чавса çывăх та - çыртма çук. Шел пулин те, çакăн пирки чылайăшĕ шухăшламасть. Çывăрма выртнă чухне пирус чĕртсе янăран инкек сиксе тухать те. Асăрханусăрлăхпа çăмăлттайлăх ытла та хакла ларать», - палăртрĕ районти пушар надзорĕн пайĕн начальникĕ Вадим Прокопьев.

Паллах, пирус туртма вăйпа пăрахтараймăн, анчах та пирус туртассипе кĕрешесси саккун кăларакан, ĕç тăвакан влаçсен, общество организацийĕсен тата кашни çыннăн ĕçĕ пулса тăрсан, тен, ăса кĕрĕпĕр те хамăрăн сывлăха тата пурлăха сыхлама пуçлăпăр.

Вера МОРОЗОВА.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
30 мая 2017
13:09
Поделиться
;