Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Ача инкек ан тÿстĕр

Юлашки вăхăтра реанимаци уйрăмне тĕрлĕ шĕвек ĕçсе наркăмăшланнă ачасем лекни тăтăшах тĕл пулать. Уйрăмах 5 çула çитмен ачасем наркăмăшланаççĕ. Статистика тăрăх, пĕчĕкскерсем ытларах асăрханмасăр эмел тата бензин ĕçеççĕ.

Чылай чухне ашшĕ-амăшĕ уксуса, автомашинăн тормоз шĕвекне алă айнех хураççĕ. Çавăн пекех бензина пластмасс кĕленчесем çине янăран та инкек тÿсме пулнине шута илмеççĕ. Ачасем çак шĕвеке лимонад тесе ĕçнĕ тĕслĕхсем те пур. 2015 çулта районти тĕп больницăна наркăмăшланса 12 ача, 2016 çулта 3, кăçал вара 2 ача лекнĕ. Ашшĕпе амăшĕн тимсĕрлĕхне пула ача инкек тÿсет. Эмелсене, йăлара хими шĕвекĕсене, ял хуçалăх им-çамне, эрехе, косметикăпа парфюмерие ача алли лекнĕ çĕре хумалла маррине асра тытмалли аслисен. Ачасем аслисенчен тĕслĕх илеççĕ. Вĕсем умĕнче эмел ĕçни, хуçалăхра им-çампа усă курни те инкек патне илсе çитерме пултарать. Унсăр пуçне эмелсене аптечкăра тытăр тата унта срокран тухнисене ан упрăр.

Ача наркăмăшлансан сасартăк улшăнса каять, вăл хăсма пултарать. Çавăнпа та ним тăхтаса тăмасăр ачана аяк пĕрчи çине вырттармалла, çакă хăсăка сывлав органĕсене лекме чарать. Ача мĕн чухлĕ эмел ĕçнине курман пулсан та васкавлă пулăшу чĕнмелле, мĕншĕн тесен ача поливитаминсемпе те наркăмăшланма пултарать. Ача наркăмăшланнине пĕлсен Элĕкри тĕп больницăн васкавлă пулăшу уйрăмне стационар телефонĕнчен 8 (83535) 22-1-70 е кĕсье телефонĕпе 103 номерсемпе шăнкăравламалла. Асăрхануллă пулнине нимĕн те çитмест.

Алина ДАНИЛОВА, педиатр.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
02 июня 2017
11:31
Поделиться
;