Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Пирĕн вăй - эпир пĕрле пулнинче

Июнĕн 12-мĕшĕнче Раççей кунне - патшалăхăн тĕп уявне паллă тăватпăр. Раççей - пысăк патшалăх. Эпир ăна пуян та мухтавлă историйĕшĕн, ăслăлăхри, спортри, культурăри çитĕнĕвĕсемшĕн юрататпăр. Пирĕн çĕршывра вун-вун наци çынни туслă тата килĕштерсе пурăнать.

1990 çулта РСФСР халăх депутачĕсен съезчĕ Раççей Федерацийĕн Патшалăх суверенитечĕ çинчен калакан деклараци йышăннă. 1992 çултан тытăнса июнĕн 12-мĕшĕнче уяв паллă тума йышăннă, Раççей Федерацийĕн Аслă Канашĕн постановленийĕпе çак куна «Раççей патшалăх суверенитечĕ çинчен калакан декларацие йышăннă кун» тесе палăртма тытăннă. Çав çулах кĕркунне уяв кунĕ пирки Ĕç кодексĕнче улшăнусем кĕртнĕ. 1998 çулхи июнĕн 12-мĕшĕнче Борис Ельцин телевиденипе тухса калаçнă чухне асăннă куна «Раççей кунĕ» тесе уявлама сĕннĕ. Официаллă майпа ку ят 2002 çулта Ĕç кодексне çĕнĕрен çырнă хыççăн çирĕпленнĕ.

Раççей хăй вăхăтĕнче нумай йывăрлăх тÿснĕ: вăрçăсем, власть улшăнăвĕ. Пирĕн çĕршыв йывăрлăхсене пăхмасăр ура çине çирĕп тăрса малалла аталаннă. Пирĕн мăн асаттесемпе асаннесем, çĕршывшăн тăрăшнă вăл никама пăхăнман патшалăх пултăр тесе хÿтĕленĕ. Раççей халĕ те йывăрлăхсене пăхмасăр малалла талпăнать. Патшалăхра кашни гражданинăн пурнăçне тата экономикăна лайăхлатма условисем пур. Раççей патшалăхне çирĕплетессинче Конституци тата патшалăхăн символĕсем - ялав, герб тата гимн - пурри те пĕлтерĕшлĕ. Вĕсем çитĕнсе пыракан ăрура патриотизм туйăмне тата çĕршыва юратассине аталантараççĕ. Кашни çыншăнах Раççей хăйĕн пĕчĕк тăван çĕршывĕнчен пуçланать. Çавăнпа та Раççей кунĕ пĕтĕм халăх уявĕ пулнипе пĕрлех кашнин хăйĕн уявĕ те пулса тăрать. Пирĕн вăй - эпир пĕрле пулнинче, пирĕн çитĕнÿ - халăх пĕрлĕхĕнче.

Раççей кунне халалласа çулсеренех Шупашкарта культурăпа кану паркĕсенче, культура учрежденийĕсенче 40 ытла мероприяти иртет. Тĕп уява Хĕрлĕ лапамра ирттерме палăртнă. Вăл 12 сехетре пуçланать. Çак кун пирвайхи хут «Раççейри халăх туслăхĕн парачĕ» иртет. Унта наципе культура пĕрлешĕвĕсен 20 представителĕ Республика лапамĕнчен пуçласа Хĕрлĕ лапама çити утĕç. Пирĕн районта та Раççей кунне халалласа библиотекăсенче кĕнеке куравĕсем, ÿкерчĕксен конкурсĕсем иртĕç.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
09 июня 2017
13:34
Поделиться
;