Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

«Агро-100» клубăн йышĕнче

Агропромышленность комплексĕн хуçалăхĕсене регионти чи лайăх 100 предприятисен рейтингне палăртасси вунă çул хушши ĕçлет. Предприятисен ĕçне тишкересси тата вырăнсене палăртасси АПК ыйтăвĕсемпе, ял хуçалăх министерствин коллегийĕн правительство комиссийĕ туса хатĕрленĕ тата çирĕплетнĕ методикăпа килĕшÿллĕн пулса пырать.

Июнĕн 23-мĕшĕнче Чăваш Республикин тĕп хулинчи Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕнче çулленхи «Агро-100» клубăн презентацийĕ иртнĕ. Унта 2016 çулхи кăтартусене пăхса тухса республикăри чи лайăх ял хуçалăх предприятийĕсене палăртнă. Çапла майпа пирĕн районти виçĕ ял хуçалăх организацийĕ кăçал та «Агро-100» клубăн йышне кĕме пултарчĕ. Кусем - «Новый путь», Ульянов ячĕллĕ тата «Авангард» хуçалăхсем. Калас пулать, «Новый путь» хуçалăх иртнĕ çулхи рейтингра 15-мĕш вырăнта пулнă пулсан, кăçал вăл 8-мĕшне куçнă.  



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
27 июня 2017
15:32
Поделиться
;