Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Малашлăха - сиенсĕр йăласемсĕр

Сывлăха пысăк сиен кÿрекенсенчен пĕри вăл - наркотик. Июнĕн 26-мĕшĕнче Наркотика хирĕç кĕрешмелли пĕтĕм тĕнчери куна паллă тăваççĕ. Çакна тĕпе хурса пирĕн районта та тĕрлĕ мероприяти иртрĕ.

Элĕкри культура çурчĕ умне халăх йышлăн пухăнчĕ. Кунта районти тĕп библиотекăн ĕçченĕсем «Наркомани вăл - инкек», «Эпир сывлăха суйлатпăр» кĕнеке куравĕсем йĕркеленĕ. Кĕнекесем наркоманин сиенĕ çинчен каласа параççĕ. Районти вĕренÿ пайĕн тĕп специалист-эксперчĕ Татьяна Гордеева ачасемпе викторина ирттерчĕ, чи маттуррисене грамотăсемпе чысларĕ.

Районти тĕп больницăн врач-наркологĕ Галина Степанова пухăннисене сывă пурнăç йĕркине пăхăнмаллине, сиенлĕ йăласенчен аякра тăмалли çинчен ăнлантарса пачĕ, ачасен ыйтăвĕсем çине хуравларĕ. «Юлашки вăхăтра Интернетра наркотикпа çыхăннă информаци питĕ нумай. Çул çитменнисем вĕсене çăмăллăнах тупса вулама пултараççĕ: социаллă сетьсенче форумсемпе чатсенче хутшăнаççĕ, наркотиксем пирки шăпах çавăнтан пĕлеççĕ те, серепене лекеççĕ. Çавăнпа та яланах сыхă пулмалла. Эрех-сăра ĕçни те, наркотикпа усă курни те сывлăхшăн питĕ сиенлĕ», - асăрхаттарчĕ Галина Степановна. Шурă халатлă ĕçченсем «Эпир сывă пурнăç йĕркишĕн», «Манăн пурнăç - хамăн алăра», «Сывлăхлă эпĕ - сывă çĕршыв», «Наркотика çук тетпĕр», «Эпир пурнăçа суйлтапăр» плакатсем йăтса ачасене пурнăçра тĕрĕс çул суйласа илме чĕнсе каларĕç. Район çыннисем тĕп больницăра терапевтсемпе врач-нарколог патĕнче консультацире пулчĕç, 13 сехетре вара наркомание хирĕç кĕрешессипе лекци иртрĕ.

Вера МОРОЗОВА.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
27 июня 2017
15:30
Поделиться
;