Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Интернет тĕнчи ачашăн хăрушă

Паянхи пурнăçра пĕр çын та Интернетсăр пурăнаймасть пек туйăнать. Чылайăшĕн интересĕ, ĕçĕ унпа çыхăннă. Çав шутра ачасен пурнăçĕнче те Интернет пысăк вырăн йышăнать.

Çитĕнсе пыракан ăру аслă çулхисенчен те ытларах унпа усă курать. Паллах, унăн усăлăхĕ те пур. Унта ача-пăча кирлĕ информаци патне çул хывать, çĕнĕлĕхе алла илни аталанма, вĕренме, пĕр-пĕринпе хутшăнма, тус-юлташ йышне ÿстерме май парать.

Çав вăхăтрах сиенлĕ енĕсене те палăртар. Тинейджерсенчен нумайăшĕ тĕрлĕ социаллă сетьсенче вăхăта ирттерет. Унсăр пуçне шкул ачи килти ĕçсене те унпа усă курса пурнăçлать. Çавна май хатĕр килти ĕçсене Интернетра кăна шыранăран ача пачах шутлама пăрахать. Çавăнпах унăн тимлĕхĕпе тăрăшулăхĕ самаях чакать. Интернет хăрушлăхĕ çакăнта кăна палăрмасть. Пĕтĕм тĕнчери сеть сиенлĕ информаципе «тулнă». Вĕсемпе паллашни ачан çирĕпленмен ăс-тăнне хавшатать. Унсăр пуçне виртуаллă тĕнчере вăхăта ирттернĕрен ачасем çынсемпе хутшăнма пĕлмеççĕ.

Интернетра чылай ларнăран ача сахал хусканать, уçă сывлăшра çÿреме пăрахать, куç çивĕчлĕхĕ чакать, неврологи тĕлĕшĕнчен тĕрлĕ чир-чĕр пуçланать. Çавăнпа та ашшĕ-амăшĕн хăйĕн ачине Интернетра ларма ятарлă çирĕплетнĕ вăхăт памалла, вăл мĕнле информацие «тишкернине» тата вуланине пăхмалла. Усал сетьсене ан кĕччĕр тесен фильтр е ятарлă программа вырнаçтармалла.

Чи хăрушши - вăйăсем. Ача расна вăйăсене выляса хăй мĕнле майпа çав серепене кĕрсе кайнине те сисмест. Унта интереслĕрех-çке. Хальхи астаракан вăйăсем чылай чухне инкек патне илсе çитереççĕ. Çула çитмен ачана пушшех те Интернет хăйĕн авăрне илет.

Тепĕр самант: эсир çемьепе канма кайма хатĕрленетĕр. Çавна май унта ача валли тĕрлĕ тумтир, кĕнеке е тетте туянатăр, анчах та сирĕн ача юлашкинчен телефон кирлине пĕлтерет. Унпа çухалса каясран усă курни лайăх, паллах, анчах та вăл вăхăта каллех Интернетра ирттерме шутлать-çке. Ку чухне эсир тимлĕрех пулни, унăн пурнăçĕпе час-часах кăсăкланни чылай чухне усал-тĕселрен сыхлать, инкекрен çăлса хăварать.

К. ДАРИНИНА.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
30 июня 2017
16:13
Поделиться
;