Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

«Мăкăнь» уйăхлăх иртет

2017 çулхи июнь уйăхĕн 13-мĕшĕнчен пуçласа июлĕн 15-мĕшĕччен Чăваш Республикинче, вăл шутра Элĕк районĕнче те, наркотиксене хирĕç кĕрешессипе ĕçлекен мĕнпур субъект хутшăннипе «Мăкăнь» ведомствăсем хушшинчи оперативлă профилактика операцийĕ иртет. Унăн тĕп тĕллевĕ - саккунсăр майпа лартнă наркотикла ÿсен-тăран лаптăкĕсене тупса палăртса тĕп тăвасси. Асăннă йышши ÿсен-тăран шутне мăкăньпе кантăра кĕртмелле. Раççей Федерацийĕн территорийĕнче саккунпа килĕшÿллĕн вĕсене ÿстерме чарнă. Саккуна пăхăнмасăр асăннă культурăсене анкартинче е пахчара акса лартса ÿстернĕшĕн, вĕсене пĕтерес тĕлĕшпе кăкласа пăрахманшăн Административлă майпа право йĕркине пăсни çинчен калакан кодексăн 10.5-мĕш статйипе килĕшÿллĕн ĕç пуçараççĕ. Наркотикла ÿсен-тăрана саккунсăр майпа ĕрчетнĕшĕн çавăн пекех РФ Уголовлă Кодексĕн 231-мĕш статйипе килĕшÿллĕн суд тенкелĕ çине те лартаççĕ.

Кун пек майпа саккуна пăснă çын хăй ирĕкĕпех наркотикла тата ăс-тăна минретекен япаласене парсан, наркотиксен саккунсăр çаврăнăшĕпе çыхăннă преступление уçса парас ĕçе хастар хутшăнсан ăна асăннă йышши преступленипе уголовлă яваплăхран хăтараççĕ.

Çав вăхăтрах çакна асра тытмалла. Вăл е ку çын айăплă пулнипе тытса чарнă вăхăтра наркотикла тата ăс-тăна минретекен япаласене туртса илни, вĕсене тупса палăртассипе тата туртса илессипе следстви ĕçĕсем ирттернĕ чухне пани хăй ирĕкĕпе наркотикла ÿсен-тăрана панă тĕслĕх шутне кĕмест.

Çавăнпа та районти полици пайĕ граждансене ку тĕлĕшпе уйрăмах тимлĕ пулма ыйтать. Анкартисемпе пахчасенче мăкăнь лартса ÿстерекенсем е вĕсене пуçтарса çÿрекенсем, наркотикла ÿсен-тăран ăçта ÿсме пултарнипе кăсăкланакансем çинчен çийĕнчех право хуралĕн сотрудникĕсене пĕлтермелле. 8 (83535) 22-3-02, 22-0-96 тата 89373723901 телефон номерĕсемпе шăнкăравламалла. Кун йышши информацие пĕлтерекен ячĕ-шывĕ вăрттăнлăхра юлать.

Ю.ФЕДОРОВ,

районти полици пайĕн уголовлă шырав ушкăнăн оперуполномоченнăйĕ.  



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
04 июля 2017
08:16
Поделиться
;