Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Паттăрсен ячĕсем халăх асĕнче

Июлĕн 2-мĕшĕ Тукачсемшĕн нумайлăха асра юлĕ. Çак кун çанталăк ăшă хĕвелпе савăнтармарĕ пулсан та ял çыннисене çакă хăратмарĕ. Кăнтăрлахи 12 сехет тĕлне вĕсем ялти культура çурчĕ умне пухăнчĕç. Илемлĕ юрă-кĕвĕ таврана сарăлчĕ. Чăнипех те пысăк мероприяти ирттерме пултарчĕç ял хастарĕсем.

Элĕк районĕн историйĕ пуян та интереслĕ. Уйрăмах 1927 çулхи кĕркунне районсем йĕркеленни пĕлтерĕшлĕ пулăмсенчен пĕри пулса тăрать. ЧАССРта 5 уезд тата 55 вулăс вырăнне 17 район туса хунă. Пирĕн район сентябрĕн 5-мĕшĕнче йĕркеленнĕ. Элĕк районне йĕркелесе пыма йĕркелÿ комитечĕ тунă. Унăн председательне Тукач ялĕнче çуралса ÿснĕ Яков Салтыкова шаннă.

Райисполкомăн пĕрремĕш председательне Яков Игнатьевича асăнса тата сума суса 2015 çулхи майăн 29-мĕшĕнче Асăну хăми уçнăччĕ. Иртнĕ вырсарникун, июлĕн 2-мĕшĕнче, Тукач ялĕнче Çамрăксен урамне унăн ятне пачĕç. «Яков Салтыковăн шăпи çăмăл пулман. Апла пулин те вăл вĕренсе тухнă, ăна яваплă должноçсем шанса панă. Историсĕр малашлăх çук. Ентеш хăйĕн кĕске ĕмĕрĕнче тĕрлĕ яваплă ĕçсенче тăрăшнă. Элĕкри икĕ класлă училищĕрен вĕренсе тухсан чи малтанах çыракана пулăшакан пулса ĕçленĕ. Хыççăн Мускаври юристсене хатĕрлекен курссенче пĕлÿ илнĕ. 41 çул хушшинче прокуратурăра та, шалти ĕçсен пайĕнче те тăрăшнă. Яков Игнатьевич икĕ хутчен тифпа тата туберкулезпа чирленĕ, 39 çултах инвалид пулса тăнă. Йывăр чире пула 1935 çултах куçне хупнă», - историе аса илсе каласа пачĕ Шалти службăн подполковникĕ, таврапĕлÿçĕ Геннадий Михайлов. Урам ятне Романовсен çурчĕ çине вырнаçтарнă. Яков Салтыков урамне ял старости Николай Никитин тата Инна Романова уçрĕç.

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуçне хунисене тата хыпарсăр çухалнисене асра тытасси кашни çыннăн тивĕçĕ шутланать. Халĕ эпир тăнăç пурнăçпа пурăнатпăр пулсан та вăрçă пирки аса илсен чун çÿçенет. Вăрçă ахрăмĕ кашни çемьене пырса тивнĕ. Тăван çĕршыв ирĕклĕхĕшĕн хăйсен пурнăçне шеллемесĕр тăшмана хирĕç çапăçнă салтаксем умĕнче эпир ĕмĕр парăмра. Вĕсем Аслă Çĕнтерĕве çывхартас тесе мĕнпур вăйран кĕрешнĕ, каялла чакман - çĕнтернĕ. Тукач ялĕнчен Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине 59 çын тухса кайнă. Вĕсенчен юнлă вăрçă хирĕнче выртса юлнисем те, хыпарсăр çухалнисем те чылай. Хăшĕ-пĕрин вил тăприйĕ ăçта пулни те паллă мар. Вăрçа тухса кайнисенчен 21-шĕ çеç тăван киле таврăннă, 38-шĕ тăшмана хирĕç çапăçса паттăррăн вилнĕ тата хыпарсăр çухалнă.

Тукач ялĕнче çуралса ÿснĕ, халĕ Шупашкарта пурăнакан Сергей Салтыков пуçарăвĕпе ялта палăк лартма шутланă. Çак ĕçе апрель уйăхĕнче тытăннă. Ял халăхĕ укçа пухнă, палăк лартнă çĕрте хастар хутшăннă. Вырсарникун вара ăна савăнăçлă лару-тăрура уçрĕç. Чи малтанах вăрçăра хыпарсăр çухалнисене тата пуç хунисене асăнса Элĕк чиркĕвĕн протоиерейĕ Виктор атте палăк умĕнче кĕлĕ вуларĕ. Элĕк ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Александр Ефремов Тукач ялĕнче пурăнакансене палăк лартма пысăк пулăшу кÿнĕшĕн тав турĕ.

«Эсир çапăçу хирĕнче пуç хунисене тата хыпарсăр çухалнисене асра тытатăр. Пĕрлехи вăйпа палăк çĕклесе лартма пултартăр. Эсир туслă пулнине çак пархатарлă ĕç тепĕр хут çирĕплетсе пачĕ», - терĕ Александр Николаевич. Вăл палăк авторне, Чăваш Республикин архитекторсен Союзĕн членне Станислав Удякова, Элĕк район аталанăвне пысăк тÿпе хывнăшăн «Средняя Волга» УАО генеральнăй директорне Илья Александрова, Сергей Салтыкова, Сергей Романова район администрацийĕн пуçлăхĕн Хисеп хучĕпе, Владимир Афанасьева, Валерий Васильева, Валерий Григорьева, Леонид Романова, Инна Романовăна, Николай Никитина, Анатолий Кириллова, Анатолий Сурикова, Юрий Трофимова Элĕк ял тăрăхĕн Тав хучĕпе чысларĕ. Çитĕнсе пыракан ăрăва патриотизмла воспитани парасси çакăн пек пархатарлă ĕçсенчен пуçланнине палăртрĕ Муркаш тата Элĕк районĕсен çар ĕç комиссариачĕн комиссарĕ Владимир Казаков. Вăл Сергей Романова, Илья Александрова, Сергей Салтыкова, Николай Никитина Хисеп хучĕпе чысларĕ.

Чăваш Республикин архитекторсен Союзĕн членĕ Станислав Удяков палăкăн пĕлтерĕшĕ çинче тĕплĕнрех чарăнса тăчĕ. Палăкăн çÿллĕшĕ 5 метра яхăн, сарлакăшĕ - 3 метр ытла. Палăкăн варринче - çăлтăр, мĕншĕн тесен ентешсем Тăван çĕршыва хÿтĕлеме пурте çăлтăрпа кайнă. Палăк çине аякран пăхсан вăл «41» цифра евĕр курăнать. «Элĕк ачи» ентешлĕх ертÿçи Владимир Иванов Тукачсене пысăк ĕç туса ирттернĕ ятпа саламларĕ. «Палăк - Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче вилнисене сума сунине кăтартакан астăвăм палли. Пирĕн хамăрăн асаттесемпе мăн асаттесене манмалла мар. Çитĕнсе пыракан ăрăвăн та вĕсене асра тытмалла, ентешсем çинчен пĕлмелле», - палăртрĕ Сергей Салтыков. Вăл палăк лартма пулăшнă çынсене пурне те тав турĕ.

Тукачсене Элĕкри культура çурчĕн артисчĕсем, «Ветеран» халăх хорĕ, Кураккассинчи «Тарават» фольклор ушкăнĕ, çак ялта çуралса ÿснĕ Надежда Кузьминапа Людмила Кузнецова саламларĕç. Ял çыннисем артистсемпе пĕрле юрласа ташларĕç.

Палăк пире вилнисене асра тытма, тăнăç пурнăçа сыхлама чĕнсе калать. Патриотизмла туйăма аталантарасси, Тăван çĕршыва юратма вĕрентесси çакăнтан пуçланать те. Майăн 7-мĕшĕнче лартса хăварнă чăрăшсем вара ÿссе çитсе хăйсен илемĕпе савăнтарасса шанаççĕ кунта пурăнакансем.

Вера МОРОЗОВА.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
04 июля 2017
08:18
Поделиться
;