Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

«Пиллĕк» палăллă выпускниксем

Кăçал районти шкулсемпе 88 ача сывпуллашрĕ. Иртнĕ кунсенче вĕренÿ учрежденийĕсенче вун пĕрмĕшсен ăсату каçĕсем вĕçленчĕç. Вĕрентекенсем çамрăксене аттестатсем парса пурнăçăн тепĕр анлă та çĕнĕ çулĕ çине пиллерĕç. Патшалăхăн пĕтĕмĕшле аттестацийĕн пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх, вĕренÿ çулне районти 16 ача «пиллĕк» паллăсемпе пĕтернĕ. Вăл шутран Элĕкри вăтам шкултан 7 выпускник, Юнтапари вăтам шкултан - 4, Питĕшкасси шкулĕнчен - 4, Мăн Ямашран пĕр ача пиллĕксемпе вĕренсе тухнă.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
04 июля 2017
08:18
Поделиться
;