Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Музыка инструменчĕсемпе - Тутарстана

Июлĕн 5-7-мĕшĕсенче, Тутарстан ял хуçалăх ăслăлăх-тĕпчев институчĕн Хусантан 20 çухрăмри сăнавсем ирттерекен лаптăкра «Раççейри уй кунĕ - 2017» инновациллĕ агротехнологи курав-форумĕ иртрĕ. Вăл пĕлтĕр Алтай крайĕнче пулнăччĕ.

Кÿршĕ республикăра тĕрлĕ халăх истори, культура, йăла-йĕрке пуянлăхĕпе тыткăнларĕ. Чăваш Ен экспозицине 13 район-хула çыннисен пултарулăхĕнчен хатĕрленĕ. Утă çулас, тăпачпа авăн çапас, сăра вĕретес, хăваран тĕрлĕ савăт авас тата ытти ăсталăха кăтартрĕç.

Элĕкри тавра пĕлÿпе литература музейĕн ĕçченĕ Алена Судман авалхи музыка инструменчĕсене илсе пынă. Мускавран пынă хăнасене кашниех кăсăклантарчĕ. Юнкун çумăр кунĕпех витререн тăкнă пек çурĕ пулин те сцена ăстисем уява хаваслăх кĕртрĕç.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
11 июля 2017
14:07
Поделиться
;