Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Авалхи йăласене упрать Питрав

Июлĕн 12-мĕшĕнче халăхра Питрав кунне паллă тăваççĕ. Асăннă пысăк уяв паянхи кун та тĕн тата халăх йăли-йĕркине упранине палăртмалла. Питрав кунĕ пирĕн районта Чăваш Сурăм тăрăхĕнчи ялсенче пурăнакансемшĕн уйрăмах пĕлтерĕшлĕ. Çулран-çулах Сурăмсем ăна анлă паллă тăваççĕ.

Кăçал вăл эрне варрине лекрĕ пулин те ир кÿлĕмех, уйрăмах Чăваш Сурăмĕнче, уяв сĕмĕ сисĕнчĕ. Салари урамсене кукăль-çăмах, техĕмлĕ шашлăк шăрши сарăлчĕ. Суту-илÿ палаткисем те ирхи 8 сехет иртсенех килсе вырнаçма пуçларĕç. Малтанхи тапхăрта ачасем Сурăм пуххине карусельпе ярăнма, шăхлич туянма аннă пулсан, халĕ вăл тапхăрсем хыçа юлнă. Паянхи вĕтĕр-шакăра батут тата ытти çакăн йышши сикмелли-вылямалли ытларах илĕртеççĕ. Шăхлич туянакансем те çук мар-ха вĕсен хушшинче. Сăмах май, уявра ача-пăча аслисенчен те йышлăрах пулнă пек туйăнчĕ. Ара, çумăр вăраха кайнăран уяр çанталăкпа усă курас тĕллевпе аслисенчен чылайăшĕ анкартисенче тимлерĕç-тĕр.

Апла пулин те кăнтăр апачĕ тĕлне халăх самаях пухăнма ĕлкĕрчĕ. Чи малтанах уява килнисене Чăваш Сурăм ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Виктор Сорокин саламларĕ.

- Ку тăрăхра пурăнакансем мăн асаттесемпе асаннесен йăли-йĕркине пăхăнса упраса пынине чăннипех те палăртма кăмăллă. Çакă вара тĕрлĕ çулсем хушшинчи хутшăнусене çирĕплетет. Сурăмсен тепĕр ырă енĕ вăл - ĕçре харсăрлăхпа палăрни. Ку туртăм та ашшĕ-амăшĕнчен ачисене куçни хăпартлантарать. Малашне те хăвăр ĕçченлĕхĕрпе, тăрăшулăхăрпа палăрасса шанатăп, - саламланă май каларĕ район админис- трацийĕн пуçлăхĕ Александр Куликов.

«Новый путь» ял хуçалăх предприятийĕн ертÿçи Иван Игнатьев вара хуçалăх аталанăвне тÿпе хывакан мĕнпур ĕçчене тав турĕ. Малашне те пĕр тĕллевпе ĕçлеме ăнăçу сунчĕ. Çавăн пекех Сурăмсене район администрацийĕн пуçлăхĕн социаллă ыйтусемпе ĕçлекен çумĕ Петр Павлов та саламларĕ.

Район администрацийĕн ЗАГС пайĕн начальникĕ Любовь Артемьева вара нумай çул пĕрле килĕштерсе пурăнакан мăшăрсене чысларĕ. Çак хисепе Пĕчĕк Шĕвĕш ялĕнчи Михаил Никоноровичпа Галина Андреевна Ивановсем, Чăваш Сурăмĕнчи Ефимовсем тивĕçрĕç.

Спорта юратакан çамрăксем культура çурчĕ çывăхĕнчи лапамра волейбол вăййинче вăй виçрĕç. Кăçал икĕ команда çеç тупăшăва хутшăнчĕ. Шахматçăсен шучĕ вара пĕчĕкех марччĕ. Ытти çулсенчи пекех кÿршĕллĕ районсенчен те килнĕ командăсем.

Уява килнисене Стас Владимиров, Катя Петрова, Елена Османова, Данила Ленский эстрада юрăçисем хăйсен юрри- кĕввипе савăнтарчĕç.

Э.ЭЛИНА.  



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
14 июля 2017
13:46
Поделиться
;