Шупашкарта кадет шкулĕ пулĕ
Çак кунсенче Шупашкарти Трактор тăвакансен культура керменĕ çумĕнчи парка хăтлăх кĕртессине Чăваш Ен хула строительствин канашĕн ларăвĕнче сÿтсе яврĕç. Паянхи кун асăннă паркпа юнашар кадет корпусне çĕклесси пирки тĕрлĕ шухăш илтме пулать. Аса илтеретпĕр, Чăваш Енре тума палăртнă кадет корпусне пулăшасси пирки тунă килĕшĕве РФ оборона министрĕ Сергей Шойгу, РФ Президенчĕн Атăлçи федераци округĕнчи полномочиллĕ Представителĕ Михаил Бабич, Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тата «РЕНОВА» компанисен ушкăнĕн директорсен канашĕн председателĕ Виктор Вексельберг алă пусса çирĕплетнĕ.
Хăш-пĕр архитекторсем тĕп хулара симĕс вырăнсене упраса хăварассишĕн тимлеççĕ, кадет класĕн корпусне çĕкленĕ чух вăрмана каснишĕн пăшăрханаççĕ. Чăваш Республикин тĕп архитекторĕ Александр Шевлягин çапларах палăртать:
«Паян Станислав Удяков архитектор шухăшĕ уçăмлă мар. Вăл маларах республикăри хула строительствин канашĕнче пĕрре кăна мар çак вырăнта кадет шкулне çĕклессине ырласа калаçрĕ, каярахпа шухăша улăштарчĕ. Чăваш Ен архитекто- рĕсен Союзĕн Правленийĕн Председателĕ Сергей Лукиянов хирĕçле калаçнине те ăнланмалла мар. Хулара пĕлтерĕшлĕ объект çĕклес ыйтăва йышăнас тесен мĕн тери пысăк ĕç туса ирттермеллине вăл никамран лайăх пĕлсе тăрать. Строительство ĕçĕсене пуçăнас умĕн асăннă объектăн çĕнĕ вырăнне сĕнни лару-тăрăва пăтратать».
Проекта улшăнусем кĕртесси укçа-тенкĕ тĕлĕшĕнчен пысăк тăкакпа çыхăннине тата вăхăта çухатнине практик архитекторсем аванах ăнланаççĕ. Республика Правительстви тата Шупашкар хула администрацийĕ кадет корпусĕн вырăнне палăртассипе пысăк ĕç туса ирттернĕ. Палăртнă территори çывăхĕнче транспорт çÿрет, вăрманлă парк зони пур, вырăнĕ те питĕ меллĕ.
Шел пулин те, кадет корпусне хута яриччен ку вырăнта чăтлăх вăрман пулнă. Кунта йĕркесĕр çынсем иленнĕ, хăтлăх кĕртменнине, çÿп-çап тултарнине пытарма кирлĕ мар. Çак вырăнта Атăлçи федераци округĕнчи Совет Союзĕн Геройĕ А.В.Кочетков ячĕллĕ кадет корпусне çĕклени çĕнĕ сăн кĕртĕ тата малалла аталанма май парĕ.
Хула администрацийĕ тата республика Правительстви умĕнче çак вăрман вырăнĕнче хальхи пурнăçа тивĕçтерекен парк тăвас тĕллев тăрать. Паян çакна валли пурте пур – федераци тата республика шайĕнче укçа-тенкĕ уйăрнă. Кунта ландшафт архитектурин элеменчĕсемпе усă курса ĕçлекен парк тума палăртаççĕ – анлă аллейăсем, бассейнпа пĕрле фонтансем, тенкелсем, ача-пăча тата спорт лапамĕсем, парк скульптурисем – вĕсем пурте Трактор тăвакансен керменĕн стилĕ-пе килĕшсе тăрĕç.
Çак ĕçе тунă май эпир федераци пĕлтерĕшлĕ объекта çĕкленисĕр пуçне пахалăхлă хула паркĕллĕ пулатпăр, вăл Çĕнĕ кăнтăр районне кăна мар, пĕтĕм хулана кирлĕ. Экологие сыхлас тĕлĕшĕнчен пăхсан йывăç-курăка инвентаризацилессипе пысăк ĕç тума палăртнă, вĕсене май килнĕ таран сыхласа хăварма тăрăшаççĕ. ЧР Экологи министерстви çумĕнчи общество канашĕн председателĕ Федор Карягин пĕлтернĕ тăрăх, строительство ĕçĕсем çут çанталăка нихăш енчен те сиен кÿмĕç, пĕр юмана та тĕкĕнмĕç.
Кадет шкулĕн проектне тăвассипе парк зонин концепцине хатĕрлесси пĕрле пулса пырать. Хатĕрленĕ проекта халăх патне çитерме, пĕрле сÿтсе явма палăртаççĕ.
КОММЕНТАРИ
Владимир Казаков, Муркаш тата Элĕк районĕсен çар ĕç комиссариачĕн комиссарĕ:
Республикăн тĕп хулинче кадет корпусне тума йышăннишĕн чунтан савăнатăп. Ку хыпара манăн ĕçтешсем те ырласа йышăнчĕç. Чăваш Еншĕн кăна мар, Атăлçи федераци округĕшĕн те çакă пысăк пĕлтерĕшлĕ. Пирĕн яшсемпе хĕрсен паянхи кун ыйтнине тивĕçтерекен вĕренÿ заведенийĕнче пĕлÿ илме май пулать. Алла аттестат илнĕ хыççăн вĕсем хăйсен пуласлăхне çар профессийĕпе çыхăнтарасса шанатпăр.
Çакна та каласа хăвармалла, кунта вĕренме кĕме çăмăлах пулмĕ. Сывлăх енчен çирĕпписене, тарăн пĕлÿ илме ăнтăлаканнисене суйласа илĕç. Пирĕн ачасен ăна шута илмелле, çак шая тивĕçессишĕн тăрăшмалла.
М. МИХАЙЛОВА.