Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Ачасем -хÿтлĕхре

Çак ятпа Чăваш Енре акци пуçланнă. Ăна республикăн ача прависене хÿтĕлекен уполномоченнăйĕ Елена Сапаркина пуçарнă.

Ачасене инкек-синкекрен сыхлас тĕллевпе йĕркеленĕ акци вăхăтĕнче профилактика мероприятийĕсем ирттерме палăртнă. Сăмахран, ачасене çул-йĕр правилисене пăхăнма, халăх çÿрекен вырăнсенче хăйсене тытма вĕрентĕç. Çавăн пекех нумай ачаллă, тулли мар тата ача усрава илнĕ çемьесемпе ĕçлĕç. Районсемпе хуласенче тата республика шайĕнче тĕрлĕ мероприяти ирттерĕç. Акци пуçаруçисем йĕркелÿ комитечĕ туса хунă. Унта Чăваш Енри тĕрлĕ министерствăпа ведомство ĕçченĕсем, общество хастарĕсем кĕнĕ.

«Ачасен пурнăçăшĕн аслисемпе ашшĕ-амăшĕ яваплă. Пирĕн тивĕç - ачасене лайăх пурнăç условийĕсем туса парасси. «Шанчăклă ачалăх» акцие пур çын та хутшăнма пултарать. Килте те, картишре те, вăйă лапамĕнче те ачасем хăйсене хÿтлĕхре туйччăр», - тенĕ Елена Сапаркина.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
18 июля 2017
15:18
Поделиться
;