Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Туйсем кĕрленĕ

Çу кунĕсем туй кĕрлеттермелли чи лайăх тапхăр. Çакăн чухне ĕнтĕ мăшăрланакансен шучĕ палăрмаллах ÿсет. Сăмахран, июлĕн 15-мĕшĕнче Чăваш Сурăм ял тăрăхĕнче кăна пĕр харăсах виçĕ туй кĕрленĕ. Чăваш Сурăм салинчи Лариса Кузьмина Елчĕк каччипе пĕрлешнĕ, Мăн Шĕвĕшри Марта Миронова Кÿкеç çамрăкĕпе пурнăçне пĕр тĕвве çыхăнтарнă. Какаçри Артем Игнатьев Хитекушкăнĕнчи Галина Егоровăпа çемье çавăрнă. Район администрацйийĕн ЗАГС пайĕ пĕлтернĕ тăрăх, июлĕн 15-мĕшĕнче 4 мăшăра регистрациленĕ. Вĕсенчен пĕри çÿлерех асăннă Игнатьевсем çемйи пулнă. Çавăн пекех Шупашкарта пурăнакан çамрăксем, Александр Антиповпа Анна Кузнецова, хăйсен мăшăрланăвне Элĕкре çирĕплетнĕ. Çĕнĕ Шупашкарти Дмитрий Никифоровпа Шĕнтрешри Кристина Краснова та çак кун пĕр çемьене чăмăртаннă. Тепĕр пĕр мăшăр вара ЗАГС пайĕнче çырăннă.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
18 июля 2017
15:18
Поделиться
;